АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутă пуласлăх парнелекен

03 апреля 2010 г.

Яштака кĕлеткеллĕ, çинçе пилĕклĕ, ялкăшса тăракан ырă куçсемлĕ вĕрентекен халĕ те куç умĕнчех-ха. Ку сăмахсем Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕнче нумай çул ĕçленĕ Галина Петровна Алексеева çинчен.

Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнчи пуçламăш шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн эпир, ларма-тăма пĕлмен, çĕнĕ шкулта тĕлĕнтермĕш кĕтекен ачасем, хаваспах Хырай Ĕнел вăтам шкулне çÿреме пуçларăмăр. Кунта пирĕншĕн пурте çĕнĕччĕ: коридор, çутă классем, çĕнĕ предметсемпе вĕрентекенсем. Чăваш чĕлхипе литература урокĕсене Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ Галина Петровна Алексеева вĕрентме пуçларĕ.

Шкул пĕтерни 19 çул çитет пулин те, юратнă вĕрентекенĕмĕр ирттернĕ уроксем халĕ те асран тухмаççĕ. Ачасене тарăн пĕлÿ парассишĕн ырми-канми нумай çул тăрăшрĕ вăл çак шкулта. Галина Петровна вĕрентсе каланă сăмахсем кашни ача чунĕ патне çитетчĕç. Ахальтен мар хамăр тăрăхра нумай çул каялла вĕренсе тухнисем халĕ те ăна яланах ырăпа çеç асăнаççĕ. Юратнă учитель тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те, эпир ун патне çитсе курма, тĕл пулса калаçма тăрăшатпăр.

Галина Петровна хăйĕн пуян чунлă пĕлÿ çăлкуçĕнчен шăнкăртатса тухакан сывлăм пек таса кĕмĕл пĕрчисене нумай ачана парнелерĕ. Вăл хавхалантарнипе шкулти вуншар вĕренекен унăн çул-йĕрĕпе утма кăмăл турĕ. Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕн профессине суйласа илчĕ. Хăйсен пултарулăхне кăтартса унăн вĕренеке-нĕсем халĕ хулари тата республика шайĕнчи паллă çынсем пулса тăчĕç. Валери Туркай вара Чăваш халăх поэчĕ хисеплĕ ята тивĕçрĕ.

Галина Петровна маншăн Турă парни, чун уççи, йывăр та тунсăхлă вăхăтра пулăшма пултаракан шанчăклă тус — анне вырăннех пулса тăчĕ. «Çынна усал тунипе чап илейместĕн, ялан пĕр-пĕрне ырă сунмалла»,— тесе вĕрентет вăл халĕ те. Чăваш чĕлхипе литература урокĕсем манăн пурнăçăма çутă та ăнăçлă тума пулăшрĕç. Каçсерен вĕрентекенĕмĕн юратăвне, ăшшине туйса шкулта вĕреннĕ чухнех мĕн чухлĕ сăвă-калав çырмарăм-ши, миçе конкурспа олимпиадăсен çĕнтерÿçи пулса тăмарăм-ши эпĕ!

Çавăнпа ун сукмакнех суйласа илтĕм. Тĕп хуламăрти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 1-мĕш номерлĕ гимназире чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ пулса 15 çул ĕçлетĕп. Вырăс ачисене чăвашла калаçма, чăваш чĕлхине хисеплеме, юратма вĕрентетĕп. Галина Петровна Алексеева ятне çÿле çĕклес тесе тăрăшатăп. Çÿл тÿпере çăлтăр нумай, анчах та чи çутă çăлтăрĕ маншăн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Галина Петровна пулĕ.

Çăлтăрлă каç пулăп эпĕ сирĕнпе юнашар.

Эпĕ пĕлтерĕп, сирĕнсĕр эпĕ никам.

Ăс паракан Эсир, пĕлÿ çĕршывĕн патши

Çÿл тÿпере çунакан

сарă хĕвелĕн шевли!

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика