АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Терроризма хирĕç тăрар

03 апреля 2010 г.

Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, мартăн 29-мĕшĕнче Мускаври метрора терроризмпа çыхăннă 2 инкек пулчĕ. Унта айăпсăр 39 çыннăн пурнăçĕ татăлчĕ. Ăна çĕршыври çынсене хăратас, обществăна пăтраштарса ярас, влаçа ĕненме пăрахтарас тĕлĕшпе йĕркелени куç кĕретех. Пирĕн районта пурăнакансем, Раççейри миллионшар çынсем пекех, вилнисен çемйисемпе, тăванĕсемпе пĕрле хурланаççĕ. Вĕсен йывăр тăпри çăмăл пултăр. Çакăн пек пысăк инкек хыççăн Тăван çĕршыва ытларах юратмалла, пире пурăнма кансĕрлекенсен киревсĕр ĕçĕсене мĕн май килнĕ таран хирĕç тăма тăрăшмалла. Раççей тин çеç ура çине тăма пуçларĕ, аталанма тытăнчĕ. Çакă вара такамсене килĕшмест пулмалла. Ун пекки ан пултăр тесе хамăрăн та асăрханулăх пирки пĕрре те манмалла мар. Транспорт хатĕрĕпе пыратăр-и, магазинта-и е ытти обществăлла вырăнта тимлĕхе ан çухатăр. Хуçасăр сумкăсене те асăрхамасăр иртсе ан кайăр. Çынсен тыткаларăшĕсене те куç хĕррипе те пулин сăнама тăрăшăр. Мĕн те пулсан йĕркеллĕ маррине туйсан водителе, милици ĕçченне, çывăхри çынсене кун пирки калама ан вăтанăр. Терроризма пурте ун хăрушлăхне курса, ăнланса кĕрешсен çеç хирĕç тăма пулать. Эпĕ предприятисемпе организацисен, вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисене тимлĕхе, тĕрĕслеве вăйлатма ыйтатăп. Сирĕн дежурнăйсем, хуралçăсем ют çынсен сумкисене тĕрĕслессинчен айккине пăрăнмалла мар. Обществăлла мероприятисем вăхăтĕнче вара пальтосемпе курткăсен тÿммисене вĕçертме ыйтмалла. Çывăхра ларакан ют машинăсене те куçран вĕçертмелле мар. Хуралçăсене, дежурнăйсене тата яваплă ытти çынсене тăтăшах инструкци парăр, калаçусем ирттерĕр.

Мартăн 29-мĕшĕнчи инкексем пирки аса илсех тăрсан, хамăр тимлĕхе çухатмасан хăрушлăх чакĕ. Иккĕлентерекен çын е япала асăрхасан пĕр тăхтаса тăмасăр районти шалти ĕçсен пайĕн оперативлă дежурнăйне 5-14-13 номерпа шăнкăравлăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика