03 апреля 2010 г.
Çанталăк кунсерен ăшăтса пырать. Хирсенче тĕл-тĕл хура вырăнсем те палăрма пуçларĕç. Апла пулсан ака-суха ĕçĕсем пуçланасси те инçе мар. Хальхи вăхăтра районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче хĕрÿ вăхăт. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем илсе килмелле, удобренисем хатĕрлемелле, вăрлăха кирлĕ шая çитермелле. Чи кирли — çуракинче ĕçлекен тракторсемпе кăкарса ĕçлемелли агрегатсене юсаса çитермелле. Ятарлă комисси апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне 11 хуçалăхра техника тĕрĕслевĕ ирттернĕ. 102 трактора тĕрлĕ енлĕн тишкерсе хак панă. Вĕсенчен 72-шĕ техосмотр витĕр тухнă. 52 прицепран 35-шĕ юсавлă пулнине палăртнă. «Шанчăклă техникăпа çеç уй-хирте тухăçлă ĕçлеме пулать. Çул çинче те вĕсем хăрушлăх кăларса тăратмĕç. Çакна «Слава картофелю» агрофирмăра, «Дружба», «Луч», «Искра» хуçалăхсенче, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче лайăх ăнланаççĕ. Комисси унти техникăна лайăх хак пачĕ»,— терĕ патшалăх техника надзорĕн тĕп инженерĕ С.Н.Кокарев.
Районти агропромышленноç комплексĕнче 294 трактор. Уйрăм çынсенче — 308. Вĕсен пурин те техника тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Хуçалăхсем çулсеренех машинăпа трактор паркне пуянлатса пыма тăрăшаççĕ. Акă, иртнĕ çул «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕ МТЗ-1221 маркăллă 2 трактор туяннă. Çавăн пекех «Труд» ял хуçалăх кооперативĕ, Семеновăн фермер хуçалăхĕ тракторсем, кăкарса ĕçлемелли агрегатсем илнĕ.
Техника тĕрĕслевĕсем патнех таврăнар-ха. Тракторсем çинче пысăк кăлтăксемех çук. Пурте тенĕ пекех механизатортан килекен кăлтăксемех. Вĕсене техосмотрччен пĕтерме пулнах. «Прицепсене илсен, вĕсенчен чылайăшĕн тормоз системи юсавсăр»,— каласа парать Сергей Николаевич. Тĕрĕслев вăхăтĕнче хăш-пĕр механизаторсен удостоверенийĕсенче вăл е ку тракторпа ĕçлеме ирĕк паракан категори çук. Тракторсен двигателĕсене урăххисемпе улăштарнă хыççăн документаци пулман е вăл кирлĕ шайра мар.
«Кашни техника тĕрĕслевĕ хыççăнах механизаторсемпе ĕç сыхлавĕ, техника хăрушсăрлăхĕ пирки калаçусем ирттеретпĕр. Ĕçре укçа-тенкĕ ĕçлесе илмелле, асăрханусăр пулнипе сусăрланмалла мар. Ĕç хăрушсăрлăх правилисене тĕплĕн пăхăнасчĕ»,— терĕ район администрацийĕн ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Н.В.Прокопьев.
Çак кунсенче ытти хуçалăхсенче те техника тĕрĕслевĕсем пулĕç. Тракторсемпе прицепсене хатĕрлеме çанталăк парать. Унпа туллин усă курасчĕ. Çур-акине юсавлă тракторсемпе çеç тухасчĕ. Вĕсем ĕç вырăнĕнче чарăнса ларса чăрмав ан кÿччĕр.
Источник: "Каçал Ен"