03 апреля 2010 г.
Чăваш Енри Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕпе республикăри Наци библиотеки Килĕшÿ тунине тĕпе хурса, кашни уйăхра тĕп библиотекăра район çыннисем юристсемпе тĕл пулаççĕ, тĕрлĕ ыйтусем хускатаççĕ. Çурт-йĕре, çĕре харпăрлăха куçарасси, еткерлĕх ыйтăвĕсем кăсăклантараççĕ.
Ĕç законодательстви, пенси реформипе çыхăннă темăсем час-часах тĕл пулаççĕ. Халăхсен ыйтăвĕсем çине тулли хурав пама районти нотариус, прокуратура ĕçченĕсем, пенси фончĕн специалисчĕсемпе райадминистраци юрисчĕ яланах тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Тĕл пулу кашни уйăхăн 3-мĕш кĕçнерникунĕнче иртет.
Апрелĕн 8-мĕшĕнче республикăра пĕрлĕхлĕ йышăну кунĕ пулать. Çак кун коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă проблемăсене пăхса тухаççĕ. Мероприятине прокуратура, администраци специалисчĕсем, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăхра ĕçлекенсем хутшăнаççĕ.
Йышăну кăнтăрла иртсен 3 сехетре районти тĕп библиотекăра пуçланать.
Источник: "Каçал Ен"