31 марта 2010 г.
Пултаруллă та маттур çемьесем пирĕн хушăра сахал мар. Вĕсем пур ĕçре те хастар. Çак йышра — Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Тимофеевсем. Çемье пуçлăхĕ — Александра Германовна. Вăл паян килте кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Кил-тĕрĕшре тăрăшать, выльăх-чĕрлĕх пăхать. Çуллахи вăхăтра пахчара ĕçлет. Вĕлле хурчĕсемпе интересленеççĕ Тимофеевсем. Ку — йăхран йăха куçакан ĕç. Мăшăрĕ, Василий Александрович, çак ĕçе чунтан юратса пурнăçланă, ывăлне, Сергее те ăсталăха мĕн пĕчĕкрен вĕрентнĕ.
Кинĕ, Надежда Михайловна, районти вĕрентÿ пайĕн методистĕнче тăрăшать. Икĕ ача çитĕнет Тимофеевсен. Асли, Анастасия, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухать, кĕçĕнни, Даниил, «Пучах» ача садне çÿрет. Александра Германовна мăнукĕсемпе чунтан савăнать. Çĕннине алла илме, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать ачасене. Тăван чĕлхене юратма, аслисене хисеплеме, йăла-йĕркене асра тытма вĕрентесси те хăйĕн тивĕçĕ тесе шутлать ватă. «Асанне мана юмах каласа парать, çырма, вулама вĕрентет»,— тет Даниил.
Сывă пурнăç йĕркине пăхăнаççĕ Тимофеевсем. Ачисене те мĕн пĕчĕкрен çакна вĕрентеççĕ вĕсем: спортпа туслаштараççĕ, ирсерен зарядка тăвасси йăлана кĕнĕ.
Пĕр-пĕринпе туслă пурăнни ÿсĕмсем тума хавхалантарать те. Вĕсем садикре, шкулта йĕркелекен мероприятисенче те хастар.
Источник: "Каçал Ен"