АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пурнăç йĕркипе

31 марта 2010 г.

Ача епле çитĕнесси çемьерен нумай килет. Мĕнле условисенче пурăнни те пысăк витĕм кÿрет.

Акă, Григорьевсем уйрăмах спортпа туслă. Асламăшĕ, Римма Владимировна, йĕлтĕрпе чупма кăмăллать. Владимир Иванович, ашшĕ, сĕтелçи теннис вăййипе спорт мастерĕ. Елена Томашевна, амăшĕ, Сашенька хĕрĕ те спортăн чылай вăййине кăмăллаççĕ.

«Эпир куна зарядка тунипе пуçлатпăр. Ун хыççăн çăвăнатпăр. Кайран кам ĕçе, кам садике каять. Пушă вăхăтпа усă курса уçă сывлăшра çÿреме, кĕнекесем вулама, ÿкерме кăмăллатпăр. Çуллахи вăхăтра юханшыва пулă тытма çÿретпĕр. Вăрманта кăмпа, чечексем пуçтаратпăр. Çут çанталăкпа та паллашма килĕшет мана. Тавралăха илем кÿрекен кайăк-кĕшĕк, чĕрчунсем пирки каласа параççĕ мана аттепе анне. Тĕрлĕ çĕре кайса курасси те — пирĕн тĕп плансенчен пĕри. Тĕслĕхрен, Шупашкар, Хусан хулисенче пулса курнă эпĕ. Цирка, концертсене, аттракционсене çÿреме килĕшет мана. Нумай-нумай вăйă пĕлетĕп эпĕ. Пазл, конструктор пуçтарма юрататăп. Çавăн пекех пластилинран тĕрлĕ япала тума килĕшет. Çак ĕçсене мана килтисем явăçтараççĕ»,— тет Саша хăйĕн килти пурнăçĕпе паллаштарса.

Чăнах та, ача тĕрлĕ енлĕ аталантăр тесен ашшĕ-амăшĕн, аслашшĕ-асламăшĕн нумай тăрăшма тивет. Ăна тĕрлĕ ĕçе явăçтармалла, аслисене хисеплеме вĕрентесси те вĕсен пысăк тивĕçĕ. Ача садĕнче те шăпăрлансене аталанма условисем туса пама тăрăшатпăр. Тĕслĕхрен, кун йĕркине пăхăнниех вĕсене çирĕп сывлăхлă ÿсме пулăшать. Пĕр вăхăтра çывăрни, апатланни те усăллă. Кунсеренех уçăлма тухни те — ачасен сывлăхĕшĕнех. Тĕрлĕ мероприятисенче те хастар шăпăрлансем.

Вĕсен канăвне усăллă ирттересси, аталанма пулăшасси — садикри ĕçченсен пысăк тивĕçĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика