АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çара каяссинчен пăрăннă

31 марта 2010 г.

 

РФ Конституцийĕн 59-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, Тăван çĕршыва сыхласси Раççей Федераци-йĕнчи кашни гражданинăн тĕп тивĕçĕсенчен пĕри пулса тăрать. 1998 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче йышăннă федераллă саккунра çар службинчен хăтарас тата призывран отсрочка парас сăлтавсене палăртнă. Анчах та вĕсене пурте пурнăçламаççĕ.

Район прокуратури, акă, ра-йон судне Комсомольски ялĕнче пурăнакан, 1989 çулта çуралнă Л.М.Прохоров пирки уголовлă ĕç тăратнă. Сăлтавĕ — каччă çар службинчен пăрăнни.

Вăл ЧР çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсем хушшинчи пайĕнче çар учетĕнче тăнă. Сывлăх енчен тивĕçтернĕ, çартан хăтармалли сăлтавсем пулман. 2009 çулхи августăн 3-мĕшĕнче тата августăн 28-мĕшĕнче алă пуссах повесткăсем илнĕ, анчах призыв комиссине сывлăхне тĕрĕслеттерме килмен. Икĕ тĕслĕхĕнче те унăн çар комиссариатне килме чăрмантаракан сăлтавсем пулман.

Следстви ĕçĕсем пынă чухне вăл хăй айăпне йышăннă. Пĕрле çÿрекен хĕрĕ йывăр çын пулнипе çар службинчен пăрăннине пĕлтернĕ. Ку çăмăллăх памасть. Çавăнпа та ăна 2 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика