АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕслевсем пуçланчĕç, малалла пыраççĕ

31 марта 2010 г.

 

Çанталăк ăшăтсах пырать. Кĕçех шыв-шур пуçланĕ. Çĕрсем те пиçсе çитĕç. Çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçланиччен вăхăт нумаях юлмасть. Унччен вара ял хуçалăх предприятийĕсен тракторсемпе прицепсене çулсерен ирттерекен техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла, кăкарса ĕçлемелли техникăна юсаса çитермелле. Кăçал пуçласа техосмотра хăйсен тракторĕсемпе прицепĕсене «Слава картофелю» агрофирма тăратрĕ. Комисси пысăк кăлтăксемех асăрхамарĕ. Техника çĕнĕ, юсавлă. Паян тесен паян унта хире тухма хатĕр. Çавăн пекех юлашки вăхăтра «Восток», «Алга», «Искра» хуçалăхсенче те техника тĕрĕслевĕ пулчĕ. Вĕсенче техникăна япăх мар хатĕрленĕ. Анчах та хăш-пĕр кăлтăксем палăрчĕç. Çураки пуçланиччен вĕсене пĕтереççех тесе шутлатпăр.

Районти ытти ял хуçалăх предприятийĕсен те тракторсемпе прицепсене хатĕрлесе çитермелле, тĕрĕслев витĕр кăлармалла. Çакă кашни хуçалăхшăнах пĕлтерĕшлĕ. Шанчăклă, юсавлă техника хирте ĕçленине мĕн çиттĕр? Пĕр енчен ÿсĕм пулать, тепĕр енчен механизатор умне хăрушлăх тухса тăрасси чакать. Çакна ял хуçалăх предприятийĕсенчи специалистсен, механизаторсен ăнланасчĕ. Тĕрĕслев умĕн пур кăлтăксене те пĕтерме тăрăшасчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика