31 марта 2010 г.
Мартăн 28-мĕшĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче шашка турнирĕ иртрĕ. Кашни командăри 2 арçын ача тата 1 хĕр ача швейцари системипе тупăшрĕç.
Районти вăтам шкулсенчен хиртимăнтăрсем пĕрремĕш, шурутсем иккĕмĕш, аслăчурачăксем виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчен александровкăсене çитекенни пулмарĕ, вĕсем пĕрремĕшсем пулчĕç. Чĕчкенсем иккĕмĕш, хырхĕррисем виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
Источник: "Каçал Ен"