АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăваттăмĕшсен - çĕнĕ предмет

27 марта 2010 г.

Кăçал — Вĕрентекен çулталăкĕ. Çавна май педагогсен ăсталăхне, опытне ÿстерес тĕлĕшпе нумай-нумай мероприяти йĕркелеççĕ. Интереслĕ семинарсем, канашлусем, курссем ирттернин паха енĕсем сахал мар.

Акă, нумаях пулмасть районти кĕçĕн классене пĕлÿ паракан 22 учитель Шупашкарта вĕренÿ курсĕсенче пултăмăр. Ăна вĕрентÿ программине çĕнĕлĕх кĕртнипе ирттерчĕç. Кăçалтан 4-мĕш класра пĕлÿ пухакансем «Основы религиозных культур и светской этики» предмета алла илме тытăнаççĕ. Вăл хăех ултă модультен тăрать. Тăватă модульне çитес вăхăтра шкулта вĕрентме тытăнатпăр. 2009—2011 çулсенче Раççей Федерацийĕн 18 субъекчĕ çак эксперимента хутшăнать, çав шутра Чăваш Енри вĕрентÿ учрежденийĕсем те. Çак курс вĕренекенсемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те уйрăмах усăллă пуласса шанас килет. Мĕншĕн тесессĕн юлашки вăхăтра çынсем кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен япăхлансах пыраççĕ. Ачаранах усал йăласемпе туслашма пăхаççĕ: туртаççĕ, ĕçеççĕ, харкашаççĕ... Тен, çак предмета вĕреннĕ май, ыр кăмăллăх, сăпайлăх, тараватлăх пирĕн хушăра ытларах пулĕ.

Вĕренÿ курсĕ вăхăтĕнче интереслĕ лекцисем, практика ĕçĕсем, семинарсем чылай пулчĕç. Пĕр-пĕрин опычĕпе те паллашрăмăр, ыттисенчен çĕннине вĕрентĕмĕр. Районтан кайнă педагогсем тĕрлĕ проектсем хатĕрлерĕç. Ĕçсене хÿтĕлеме те тиврĕ. Пирĕн малашнехи тĕллев — çĕнĕ предметпа ачасене туслаштарасси.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика