27 марта 2010 г.
Чăваш Республикинчи музыка культуринче Аркадий Васильевич Чернов ячĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Хамăр ентеш пулсан та, ун пирки сахал пĕлетпĕр. Вăл кăçал 75 çулхи юбилейне паллă турĕ. А.Чернов Аслă Çĕрпÿел ялĕнче çуралса ÿснĕ.
Мĕн пĕчĕкрен юрра-кĕвве юратнăскер, Аслă Çĕрпÿелĕнче çичĕ çул вĕреннĕ хыççăн Аркадий Шупашкара каять. Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕрет. Баян класĕнче ăна В.В.Журавлев тата П.Ф.Филиппов вĕрентнĕ. Училищĕне ăнăçлă вĕçлесен 1954 çултан Етĕрне, Патăрьел культура çурчĕсенче ĕçленĕ. Пултарулăхне кура Аркадий Васильевича 1956 çулта Канашри педагогика училищинче тата музыка шкулĕнче ĕçлеме чĕннĕ. Çав вăхăтрах Гнессин ячĕллĕ Патшалăх музыка педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Н.Я.Чайкин профессор класне питĕ лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Канашри педагогика училищинче тăрăшсан та, Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вăй хурсан та хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Уйрăмах унăн таланчĕ И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче (халĕ педуниверситет) ĕçленĕ вăхăтра палăрнă. Унта вăл 1964 çултанпа музыкăпа педагогика факультетне ертсе пынă. Ун хыççăн музыка инструменчĕсен кафедринче ĕçленĕ баянистсен оркестрĕн ертÿçи те пулнă. Раççейри тата кÿршĕллĕ çĕршывсенчи вун-вун артист ун класне пĕтернĕ, баянпа тата аккардеонпа выляса чап çĕнсе илнĕ. Вĕсем хушшинче — Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ В.Конев, РФ тата ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Н.Ивановпа А.Корыстин, РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ В.Сизов. Ку списока татах тăсма пулать.
Аркадий Васильевича Чăваш Ен тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Унăн баян шкулĕ енĕпе çырнă наука ĕçĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ.
А.В.Чернов баянпа ăста вылять. 1957 çултах унăн пултарулăхĕпе куракансем паллашнă. 1960 çулта А.Черновпа К.Иванов баянистсен дуэчĕ чылай çынна тыткăнланă.
Илнĕ пĕлÿпе çеç çырлахмасть Аркадий Васильевич, М.И. Глинка ячĕллĕ Горьки хулинчи консерваторире 1969—1971 çулсенче стажировкăра пулать. Пĕрремĕш концертра И.С.Бах, Ж.Ф.Рамо. К.В.Глюк, Н.Я.Мясковский произведенийĕсем пулнă. Вĕсене баянистсем пысăк ăсталăхпа выляса панă. Ку программăпа Горький, Шупашкар хулисенчи сцена çине тухнă, республикăри районсене те çитнĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика училищинче çамрăксене пĕлÿ панă вăхăтрах хăй те сцена çине тухать. Вăл институтри баянистсен оркестрне ертсе пырать. Программăна паллă композиторсен произведенийĕсенчен хăйне евĕрлĕ композицие кĕртет. Тĕслĕхрен, Ф.Павлов, И.Люблин, А.Токарев, В.Кривоносов, Ф.Васильев, С.Максимов, В.Ходящев, Т.Фандеев, А.Асламас.
А.Чернов баянпа выляс ăсталăха алла илме пулăшакан ĕçсем çырнă. Вăл е ку произведение лайăхрах выляса сцена çине кăлармалли сĕнÿсемпе канашсем панă.
Обществăлла ĕçсенче те хастар вăл. Педагогика сферинче те ÿсĕмлĕ ĕçлесе пырать. Ун пек çынсене правительство курсах тăрать. Ăна 1974 çулта «Халăха пĕлÿ парас ĕç отличникĕ» паллăпа, 1978 çулта «Ĕçре палăрнăшăн» медальпе наградăланă. 1980 çулта вара «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. 1995 çулта ăна Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» ят панă. Çавăн пекех Аркадий Васильевич «Чăваш Республикин музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ» те.
Чăваш Ен композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ А.Чернов паянхи кун та творчествăлла шыравра. Çĕнĕрен çĕнĕ тĕллевсем тытать. Вĕсене паянхи кун сĕмĕ кĕртме çамрăксене явăçтарать. Аркадий Васильевичран тĕслĕх илсе районта пурăнакан, музыкăна юратакансем хăйсен пултарулăхне аталантарччăр, сцена çинче ăсталăхне кăтартчăр.