АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе пиçĕхнĕскер

27 марта 2010 г.

 

Алексей Васильевич Шурбина таврара пĕлмен çын та çук пулĕ. Маттур та хастарскере пурте хисеплеççĕ, унăн ĕçченлĕхĕнчен тĕлĕнеççĕ.

Алексей Васильевич 14 çултах тăван колхозра ĕçлеме пуçланă. Ытти çамрăксем пекех , пур ĕçе те кÿлĕннĕ, ÿркенсе тăман. Вăрçă çулĕсем хыççăн тăван колхоза ура çине тăратма, малалла яма пурте кар тăнă. Алюш тетене (ялта ăна çапла чĕнеççĕ) трактор шанса панă. Вăл колхоз уй-хирĕсенче ĕçленине паянхи пекех астăвать. Çамрăк тракторист опытне ÿстерес, вĕренес тесе 1963 çулта Канаш хулинче механизаторсен курсĕнче пĕлÿ пухать. «Гигант» колхозра ĕçленĕ. «Таврари ялсене пĕрлештерсе тăракан хуçалăх кĕрлесе тăратчĕ. Трактор-машинăпа, комбайнсемпе, ытти агрегатсемпе пуян пулнă. Хальхи пек, ял çыннисем урăх çĕре ĕçлеме кайса çÿремен, пурте колхозра тăрăшнă. Укçа-тенки те çитсе пынă»,— тет Алюш тете. Палăртнă плана тракторист яланах пурнăçланă, ăна ирттерсе тултарни те сахал мар пулнă.

Тăван колхозра тăрăшнă вăхăтрах ытти çĕре те пулăшма çÿренĕ. Тĕслĕхрен, 1963 çулта Саратов облаçĕнче комбайнерта ĕçленĕ. 1984 çулта Казахстанри «Аршалинский» совхозра вырмана хутшăннă. «Тĕрлĕ çĕрте пулса куртăм. Ĕçлеме янă та — хирĕçлемен. Унта тăрăшнишĕн пире кайран тырă та ярса панăччĕ. Вăхăчĕ çапла пулнă ĕнтĕ»,— тет ватă, иртнĕ çулсене куç умне кăларса. Тăрăшуллă ĕçчен район, республика (вăл вăхăтра ЧАССР) шайĕнче те пĕрре мар палăрнă. Сăмахран: 1976 çулта Алюш тете социа-лизмла ăмăртура 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. «Мастер золотые руки» (1977 çул) парнен хуçи те вăлах. «Ĕç Мухтавĕн» 3 степеньлĕ орденĕпе, «Социа- лизмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăпа тата нумай-нумай Хисеп хучĕпе, Хисеп грамотипе, дипломсемпе наградăланă Алексей Васильевича. «Урал» мотоцикла та вăл колхозра тăрăшса ĕçленĕренех туянма пултарнă.

— Петр Алексеевич Голыевпа иксĕмĕр комбайнпа ĕçленĕ. Пĕр-пĕрне яланах пулăшнă. Çамрăксен наставникĕсем те эпирех пулнă. Василийпе Валерий Долговсене, Анатолий Гладкова, Николай Семенова ĕçе хăнăхтартăмăр, «уй-хир карапĕпе» туслаштартăмăр. Вĕсем пирĕн вырăна юлакансем пулчĕç,— тет ăста механизатор, комбайнер. Тивĕçлĕ канăва кайсан та нумай тăрăшнă вăл колхозра. Тракторпа комбайнсене юсама та ÿркенмен. Ĕç опычĕ пысăк пулнăран çамрăксем унран нумай вĕрен-нĕ.

Алюш тете хăйĕн пулас мăшăрне кÿршĕ ялта, Аслă Çĕрпÿелĕнче, тупнă. Лидия Александровнăпа вĕсем 1959 çулта çемье çавăрнă. Лидя аппа та тăван колхозра бригадăра ĕçленĕ. Шурбинсем икĕ хĕр, Ленăпа Вальăна, çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем çемьеленнĕ, мăнукĕсем те пур. Шел, Лидя аппа чире пула вăхăтсăр çĕре кĕчĕ, ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнаймарĕ. «Çумра çывăх çын çукки — тĕнчери чи пысăк çухату. Пĕччен пурăнма ытла та йывăрччĕ. Калаçма, ĕçлеме те çын кирлĕ-çке. Телейĕм пулчĕ ватлăх кунра. Раиса Серафимовнăпа паллашрăм, вăл та пĕччен иккен. Халĕ ĕнтĕ иксĕмĕр шăкăлтатса пурăнатпăр. Тав ăна, пĕччен пурăннă пулсан ку çула çитееттĕм-ши? Хĕрарăмсăр арçыннна ытла та йывăр. Халĕ çакна темрен те лайăх пĕлетĕп»,— тет Алюш тете, паянхи кунпа савăнса. Ватăсем кил-картишĕнче тăрăшаççĕ, телевизор кураççĕ, хаçат-журнал, кĕнекесем вулаççĕ. Библиотекăпа туслă вĕсем.

«Ватлăхран никам та пăрăнаймасть. Çулсем иртеççĕ пулсан та пуçа усмастпăр. Ачасене, мăнуксене пулăшас килет. Вĕсемпе савăнатпăр. Акă, юбилей кĕрекине ларма тус-тăвансене, пĕлĕшсене чĕнтĕмĕр»,— теççĕ Шурбинсем. Алексей Васильевич мартăн 26-мĕшĕнче 70 çулхи юбилейне паллă турĕ. Чи çывăх çыннисем, ĕçри юлташĕсем саламларĕç ăна çав кун.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика