27 марта 2010 г.
Кашни чăвашăн тĕп тивĕçĕ — çитĕнекен ăрăва ĕмĕртен-ĕмĕре куçса пыракан несĕлсен йăли-йĕркине упрама вĕрентесси, ăна çĕр çине çуралакан çĕнĕ чунсен чĕрисенче вырнаçтарасси. Чăннипех те çавăн пек пархатарлă ĕç тăвать районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕ В.Павлов.
Иртнĕ кунсенче вăл тăрăшнипех йĕркеленĕ «Родные напевы» ачасен фольклор ансамблĕ «Пĕчĕк çеç путене» республикăри VI фестивальне хутшăннă. Ăна кăçал Патăрьелĕнче ирттернĕ.
Районăн çамрăк артисчĕсем куракансем умне тухса «Во поле береза стояла», «Ты не радуйся, клен зеленый», «Зеленейся, зеленейся...» тата ытти юрăсене шăрантарнă. Уйăрса панă 15 минутра вунпĕр юрă янăратнă. Çавăн пекех ачасем кăтартнă «Çимĕк каçĕ» музыка композицийĕ (концертмейстерĕ Тит Порфирьевич Титов) уява пухăннисен кăмăлне кайнă.
Тĕп хуламăртан килнĕ жюри членĕсем каçалсем хатĕрленĕ программăна ырланă. Сцена çинче кăтартнă номерсене кăçал Патăрьелĕнче иртекен Республика кунĕн уявĕ валли суйласа илнĕ.
«Ачасен пултарулăхĕ компетентлă жюри членĕсене килĕшни, паллах, творчествăра татах та пысăк çитĕнÿсем тума хистет. Тăрăшăпăр, тĕплĕн хатĕрленĕпĕр»,— терĕ ансамбль ертÿçи Владимир Павлович Павлов, фестивале пĕтĕмлетсе.