АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх тÿлевĕсем ÿснĕ

27 марта 2010 г.

 

«Паспорт улăштармалли вăхăт çывхарать, çавна май çак ĕçе тума укçа-тенкĕ мĕн чухлĕ кирлине пĕлес килет. Хаксем ÿснĕ текен хыпар та илтнĕччĕ. Ку тĕрĕсех-ши;»

«Ют патшалăхра Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулнине ĕнентерекен документа — паспорта — çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ, теççĕ. Çакăн çинчен тĕплĕнрех пĕлес килет» .

РЕДАКЦИЕ КИЛНĔ ÇЫРУСЕНЧЕН.

Вулакансен çырăвĕсене хуравлама эпир Федераллă миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн Комсомольски районĕнчи пай начальникне, шалти служба майорне Арина Вениаминовна Галкинăна ыйтрăмăр. Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл пире:

— Чăнах та, 2009 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче тухнă 374-ФЗ номерлĕ Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, 2010 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнчен патшалăх пошлинисен виçисем самаях ÿснĕ. Улшăнусем пирки çакна пĕлтересшĕн:

— Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулнине ĕнентерекен документшăн, урăхла каласан ют çĕршывсене кайса çÿремелли паспортшăн,1000 тенкĕ, электронлă носителлĕ паспортшăн вара 2500 тенкĕ тÿлемелле;

— Раççей Федерацийĕн гржданинĕ пулнине ĕнентерекен документшăн Раççей Федерацийĕн тулашĕнче пурăнакан, 14 çул тултарман гржданинăн тÿлевĕ 300 тенкĕ пулать, çав çыннăн электронлă носителлĕ паспортшăн вара 1200 тенкĕ тÿлемелле.

Иккĕмĕш ыйту çине хуравласа акă мĕн пĕлтересшĕн:

— Çапла, 2010 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çĕнĕ паспорт вăя кĕчĕ. Ăна ют çĕршывсене час-часах тухса çÿрекенсем илме пултараççĕ. Паспортра электронлă носитель пур, çавăнпа ăна 10 çуллăха параççĕ. Кивĕ йышши паспортсем те вăйрах юлаççĕ, вĕсене те илме пулать, анчах çак паспорт вăйĕ 5 çулран вĕçленет, срокĕ тухсан ăна улăштарма тивет.

Тĕп документсем çаксем:

1. Анкета (икĕ экземплярпа) – ыйтăва ĕçрен çирĕплетмелле;

2. Патшалăх пошлинине тÿленине ĕнентерекен квитанци;

3. Ĕç кĕнекин копийĕ (ĕçрен çирĕплетмелле);

4. Тĕрлĕ тĕслĕ 2 сăн ÿкерчĕк;

5. Çар билечĕ;

6. РФ гражданинĕн паспорчĕн ксерокопийĕ.

Кивĕ йышши паспорта илме ыйтса çырнă заявление ЧФМСăн территорири пунктне çитермелле. Унăн адресĕ: Комсомольски ялĕ, Ленин урамĕ, 2-мĕш çурт. Ыйтса пĕлмелли телефон: 5-14-12.

Ют çĕршыва тухса çÿремелли паспорт илме Канаш хулине çак адреспа заявлени çырмалла: Ленин проспекчĕ, 12-мĕш çурт. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8(83533)2-19-55.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика