27 марта 2010 г.
Анна Трофимовна Ильина 1930 çулта Аслă Çĕрпÿел ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ — Трофим Николаев, вĕлле хурчĕсем ĕрчетес енĕпе районĕпе те ăста çынсенчен пĕри пулнă. Арăмĕпе пĕрле, Христинияпа, вĕсем 5 çемьерен 55-е çитернĕ. Кайран Трофим пичче салтака тухса каять. Вăрçă пуçланать. 14 çултан кăна тăван киле таврăнать арçын. Вăрçă вăхăтĕнче Христиния аппа упăшки хыпарсăр çухалнă текен çырăва икĕ хут илнĕ. Анчах, темĕнле йывăр пулсан та, вăл ĕненнĕ, шаннă. Ачисене пăхнă, колхоз ĕçĕнче вăй парса ĕçленĕ. Килти хуçалăха тытса пынă. Шанчăка çухатманнисем телейлĕ, теççĕ. Христиния аппа упăшкине кĕтсе илетех.
Анна Трофимовна пилĕк пĕр тăванран иккĕмĕшĕ пулнă. Аслисене, паллах, йывăртарах килнĕ. Тăватă çул тăван ялĕнче больницăра ĕçленĕ. Трахомăна хирĕç кĕрешнĕ. 1958 çулта Хирти Явăшри фельдшер пунктне медицина ĕçченĕ кирлĕ пулать. Пултаруллă Анна Трофимовнăна кÿршĕ яла куçарнă. Тепĕр çултан çак ял каччипе, Виталий Иванович Ильинпа, çемье çавăраççĕ. Маттур каччă нимĕнле ĕçрен те хăраман: шофер та, кладовщик та, оператор та пулнă.
1979 çулта В.И.Ильин чирлесе çĕре кĕрет. Паянхи кун вара Анна аппа ывăлĕпе те, хĕрĕпе те мухтанмаллипех мухтанать. Çитĕнсе çитсе вĕсем тĕнчене кирлĕ çынсем пулнă-çке-ха! Владимир салтакран таврăнсан Шупашкарти агрегат заводĕнче ĕçлесе чыс-хисепе тивĕçнĕ. Вăл токарьте, операторта тăрăшнă. Юратнă мăшăрĕпе икĕ ывăлне ура çине тăратнă. Халĕ Анна аппан мăнукĕсем те хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ.
Хĕрĕ, Татьяна, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн икĕ факультетне пĕтернĕ. Малтанах корреспондентра, унтан ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕнче ĕçленĕ. Çемен Эльгер премийĕн лауреачĕ. Раççей Федерацийĕн журналистсен союзĕн членĕ. 2007 çултанпа — «Единая Россия» партин регионти ертÿçин за местителĕ.
Анна Трофимовна чăнах та пултаруллă çын! Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ялти фельдшер пунктĕнче тăрăшнă. Кунне-çĕрне пăхмасăр чирлĕ çынсене пулăшма васканă. Вăл ĕçленĕ вăхăтра эмелсем çитсе пыман. Çапах чирлекене ăшă сăмахпа та пулин пулăшнă. Ялти суйлав комиссийĕнче те тăнă. Художество пултарулăх членĕ пулнă. Унăн килĕ-çурчĕ яланах тирпейлĕ. Тасалăха пăхса çÿрекен комисси ăна икĕ çул хушши пĕрремĕш вырăна кăларнă.
Анна аппа çынпа яланах тарават, ăшă кăмăллă. Хирĕç килекен çынна сăмах хушмасăр нихçан та иртсе каймасть. Паянхи кун та вăл алă усса лармасть. Выльăх-чĕрлĕх усрать, пахча-çимĕç акса-лартса тăвать. Ачисене, мăнукĕсене пулăшать.
Нумай пулмасть Анна Трофимовна 80 çул тултарчĕ. Çак вăрăм ĕмĕр уншăн такăр килмен. Вăл йывăрлăхсене çĕнтерсе яланах малалла пăхнă. Эпир ăна иртнĕ юбилей ячĕпе саламлатпăр.