24 марта 2010 г.
Аслă Отечественнăй вăрçă çынсен чĕринче ĕмĕрлĕхех тарăн йĕр хăварнă. Çак хаяр çапăçура пулнисем ăна паянхи кун пек астăваççĕ. Вĕсем пире мирлĕ пурнăç парнелессишĕн çапăçура паттăрлăх кăтартнă. Ĕмĕр-ĕмĕр асра паттăр салтаксем, тыл ĕçченĕсем.
Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалланă пысăк мероприятисенчен пĕри вăл — «Çĕнтерÿ салючĕ» республикăри фестиваль. Тата нумай-нумай мероприяти иртет çак ятпа. Мартăн 18-мĕшĕнче Элпуç ял поселенийĕн пултарулăх коллективĕ фестивале малалла тăсрĕ. Концертра нумай юрă, ташă, сăвă, театрализациленĕ представлени те пулчĕ. А.Степанов «Василий Теркин» поэмăри пĕр сыпăка чуна пырса тивмеллле вуласа пачĕ. Вăрçă темипе «Жди солдата», «В лесу прифронтовом», «Победа» юрăсене артистсем уйрăмах илемлĕ шăрантарчĕç. Хирти Явăш тĕп шкулĕн вĕренекенĕсем асаттесемпе асаннесен ĕлĕкхи йăли-йĕркине, уявне, шерне каçне сцена çинче кăтартрĕç. Вăрçă темине те туллин çутатрĕç вĕсем. Юмăç яни те çак уявăн пĕр пайĕ. Йывăр вăхăта пăхмасăрах çамрăксем юрлаççĕ, ташлаççĕ, выляççĕ, савăнаççĕ... Ачасен тумĕсем те ĕлĕкхи вăхăта аса илтереççĕ.
Элпуçсем фестивале чăннипех те тăрăшса хатĕрленни куç кĕрет. Вĕсем концерта хăйне евĕр йĕркеленĕ: вăрçă теми, мирлĕ пурнăç, савăнăçлă ачалăх – пурте сцена çинче уççăнах курăнчĕç. Залра ларакансем тăвăллăн алă çупни те артистсене тав туни, малашне тата тăрăшарах ĕçлеме вăй-хал пани мар-и?
Источник: "Каçал Ен"