24 марта 2010 г.
Кашни ялтах хисеплĕ çынсем пур. Вĕсем тĕрлĕ отрасльсенче ĕçлесе ырă ят çĕнсе илнĕ. Акă, Виçпÿрт ялĕнче пурăнакан Тамара Ивановна Жукова хăй пурнăçне вĕрентĕве панă тесех калама пулать.
Тăлăх ÿснĕскер, хура-шурне нумай курнă. Апла пулин те хĕр ача вĕренме ăнтăлнă. Шкул хыççăн Канашри педагогика училищинче пĕлÿ илнĕ. Урмаел вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхине тата литературине вĕрентнĕ. Виçпÿрт ялĕнчи пуçламăш шкулта 17 çул тăрăшнă. Куçăн мар майпа пединститутран та вĕренсе тухнă. Кирек ăçта вăй хурсан та ачасемпе пĕр чĕлхе тупма ăнтăлнă. Çавăнпа та вĕренекенсем ăна хисепленĕ. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Паян 60 çул тултарать. Хăй вĕрентнĕ ачасем ăна манса каймаççĕ. Уявсем ячĕпе саламласах тăраççĕ.
Мăшăрĕпе, Григорий Григорьевичпа, вĕсем 5 ача пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Хальхи вăхăтра Тамара Ивановна килте кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Ахаль ларма юратмасть вăл. Алса-чăлха, тутăрсем çыхать тата ытти ал ĕç тăвать. Кил-çуртра та мĕн пултарнă таран тăрăшать. Нумай çул пурăнма сывлăх, вăй-хал сунатпăр ăна.
Источник: "Каçал Ен"