24 марта 2010 г.
Районти «Çĕр тата çынсем» музейра тăтăшах тĕрлĕрен выставкăсем йĕркелеççĕ. Тĕрлĕ темăпа хатĕрленĕ куравсемпе ачасем çеç мар, аслисем те паллашма хавас. Акă, нумаях пулмасть музейра «Земля цвета вечности» фотовыставка уçăлчĕ.
Савăнăçлă лару-тăрăва ра-йон администрацийĕн культура секторĕн начальникĕ В.Васильев, З.Мельникова специалист хутшăнчĕç. Владимир Асмиркопа Зиновья Душкова авторсем хатĕрленĕ сăн ÿкерчĕксем тĕлĕнмелле илемлĕ пулнине пытармарĕç вĕсем.
Выставкăра 50 яхăн сăн ÿкерчĕкпе паллашма май пур. Египетри паллă вырăнсем: Моисей тăвĕ, Синай, Таса Екатерина монастырĕ, Корнак... куçа илĕртеççĕ.
Çавăн пекех Зиновья Душкова кĕнекисене туянма, вĕсемпе паллашма та май пур. И.Ядрова, музей заведующийĕ, выставкăпа туллин паллаштарчĕ, паллă вырăнсем çинчен каласа пачĕ. Çак кун Комсомольски 1-мĕш, Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕсенчи вĕренекенсем сăн ÿкерчĕксемпе паллашма та ĕлкĕрчĕç.
«Автор, Зинаида Душкова, Чăваш Енре çураласа ÿснĕ, вăлах «Издательский дом Душковой» тĕп редакторĕ. Халĕ те тăван тăрăх пирки манмасть: килсе çÿрет, хăйĕн ĕçĕсемпе паллаштарать. Паянхи выставка пирĕн пата Кемерово облаçĕнчен килнĕ. Курав май уйăхĕчченех ĕçлет. Унччен унта вĕренекенсем, аслисем çитсе курасса шанатпăр»,— терĕ И.Ядрова.
Фотовыставкăра пулнă хыççăн Египета, Индие çитсе курнăнах туйăнчĕ. Епле илемлĕ вырăнсем унта. Çак хитре тавралăхпа паллашнă май ăна ÿкерсе куракан патне илсе çитерме те хăйне кура ăсталăх кирлĕ. Сăн ÿкерчĕксене çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене çитсе курнă, чăннипех те ăста авторсем калăпланă. Кураври илемлĕх кашни çын чĕринче упранма тивĕç.
Источник: "Каçал Ен"