24 марта 2010 г.
Мартăн 21-мĕшĕнче, вырсарникун, хĕллехи спорт сезонĕ хупăннă ятпа «Каçал ен» хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрçĕсен йăлана кĕнĕ ăмăртăвĕ иртрĕ. Çак кун çанталăкĕ ырă тăчĕ. Палăртнă вăхăта спорта юратакансем, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем Комсомольски вăрман уçланкинче пухăнса йĕлтĕр çине тăчĕç.
Чи малтанах «Каçал ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Л.Г.Шуряшкина тата райадминистрацин спортпа тата физкультура енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Е.А.Тихонов спортсменсене саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.
Пирваях старта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче ăс пухакансем тухрĕç. Хырхĕррисем пĕрремĕш, тăманлăвыçлисем иккĕмĕш, нĕркеçсем виççĕмĕш вырăна йышăнчĕç.
Иккĕмĕш ушкăнра ăмăртакансенчен çĕнĕмăратсене çитекенни пулмарĕ. Нĕркеçсем иккĕмĕшсем, аслăчурачăксем виççĕмĕшсем пулчĕç.
Районти организаци-предприяти ĕçченĕсенчен Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн тата Хырхĕрри ял поселенийĕн командисем кăна старта тухрĕç. Шел, районти ытти ĕç коллективĕсем çак спорт мероприятине хутшăнманни пăшăрхантарать. Ертÿçĕсенчен çакна ыйтасшăн: сăлтавĕ мĕнре-ши?
Малти вырăнсене тивĕçнĕ командăсене район хаçачĕн редакцийĕ Хисеп грамотисемпе, парнесемпе чысларĕ. Кунсăр пуçне пĕрремĕш вырăнсене йышăннă командăсем 2010 çулхи иккĕмĕш çур çулта «Каçал ене» тÿлевсĕр илсе тăрĕç.
Вăйă судйисем Е.Тихонов, В.Пундяков, С.Остапиенко пулчĕç.
...Мĕн пĕчĕкренех ас тăватăп, йĕлтĕрпе ярăнасси хисепреччĕ районта. Эпир вĕреннĕ вăхăтра шкулта спортзал пулман, хĕллехи вăхăтра ытларах чухне йĕлтĕр сырса уй-хир урлă вăрмана çитсе килеттĕмĕр. Паян шкулсенче спортзалсем те пур, анчах та унта хальхи ачасен хастарлăхĕ палăрмасть.
Халĕ шăпăрлансем нумай вăхăт телевизор, компьютер умĕнче ирттереççĕ. Кулленхи ĕç ăшне путнă ашшĕ-амăшĕн те ачипе кăсăкланма вăхăт çук.
Вăй-хăватлă пулас, пурнăçа юратас тесен кашнинех хаваслă спорт вăййисене хастар хутшăнмалла. Темшĕн ун пирки часах манатпăр. Ăмăртăва Александровка тĕп, Урмаел, Хирти Мăнтăр, Асанкасси, Тукай Мишер, Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсенче вĕренекенсем хутшăнмарĕç. Ку, паллах, унти шкул директорĕсене илем кÿмест. Çак вĕренÿ заведенийĕсенче йĕлтĕр секцийĕсем йĕркеллĕ ĕçлеменрен спортăн ку енĕ палăрмаллах чăхăмлани куç кĕрет.
Ачасене мĕн пĕчĕкрен сывă пурнăç йĕркине явăçтармасан, мăнуксем тата та хавшакрах, кичемрех ÿсĕç.
Источник: "Каçал Ен"