АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саламланă, татах та çитĕнÿсем суннă

24 марта 2010 г.

 

Хамăр районта çуралса ÿснĕ, искусствăра палăрнă хăш-пĕр ĕçченсем çинчен тĕплĕн пĕлсех те каймастпăр. Вĕсенчен пĕринпе паллаштарар-ха. Мартăн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Лидия Николаевна Толстова юбилейне паллă тунă. Вăл пирĕн районти Шурут-Нурăс ялĕнче çуралса ÿснĕ. Малтан Ф.П.Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыка училищинче вĕреннĕ. Кайран Хусанти патшалăх консерваторине пĕтернĕ. 1987 çултан Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ĕçленĕ. Вăл нумай роль калăпланă. Вĕсенчен паллăраххисем — В.Плешакăн «Сказка о мертвой царевне и семи богатырях» оперинчи патша майри П.Бородинăн «Князь Игорь» оперинчи Ярославна, П.Чайковскин «Пиковая дама» оперинчи Лиза, Д.Вердин «Трубадур» оперинчи Леонора сăнарĕсем. Уйрăмах Г.Хирбю лартнă «Нарспи» оперăра Нарспи рольне ăнăçлă кăтартнипе палăрнă. 1995 çулта Л.Толстова Францире иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери вокалистсен «Французские мелодии» конкурсĕнче Гран- при çĕнсе илнĕ. Чăвашсен опера юрăçисенчен чи малтан çак хисепе тивĕçнĕ.

1999 çултан пуçласа вăл Чехире ĕçлет, унтах пурăнать.

ЧР Культура министерстви ăна юбилей ячĕпе саламланă, творчествăра çитĕнÿсем суннă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика