24 марта 2010 г.
Çурхи кунсем пуçланчĕç. Кĕçех — экзаменсем. 11-мĕш класри ачасем çеç мар, тăххăрмĕшсем, тăваттăмĕшсем те çак вăхăта тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Хĕрÿ тапхăр ашшĕ-амăшне те, вĕрентекенсене те чылай пăшăрхантарать.
Çавна шута илсе иртнĕ кунсенче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ларăвĕ иртрĕ. Тĕп тема — 9-мĕш класра вĕренекенсен чăваш чĕлхипе литературин пĕтĕмĕшле экзаменĕ. Ларăва филологи наукисен кандидачĕ Ю.М.Виноградов та хутшăнчĕ. Юрий Михайлович вĕрентекенсене иртнĕ çулсенчи экзамен пĕтĕмлетĕвĕсемпе туллин паллаштарчĕ, çитменлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ. Районти педагогсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине те палăртрĕ вăл, иртнĕ çул ачасем экзаменсене ăнăçлă тытнă. Районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕ В.Г.Петрова пуш—çу уйăхĕсенче ирттермелли мероприятисен планĕпе паллаштарчĕ, фестивальсенче, конкурссенче ăнăçу сунчĕ. Нĕркеç вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Л.С.Иванова Чăваш Республикинче «10—11-мĕш классен чăваш литератури учебникĕсемпе хрестоматийĕсем» ятпа ирттернĕ «çавра сĕтеле» хутшăннă хыççăнхи шухăшсене пĕлтерчĕ. З.В.Бархонова (Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ) ĕç программисем хатĕрлемелли алгоритмпа, унăн пайĕсемпе паллаштарчĕ.
Ларăва пухăннисем пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç, малашнехи ĕçсене тишкерчĕç. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни пуриншĕн те усăллă пулчĕ.
Источник: "Каçал Ен"