АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăлăх ачасем çинчен те манман

24 марта 2010 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче нумай çын пурнăçĕ татăлнă. Ашшĕсем фронтра пуç хунă, амăшĕсем тылра вилнĕ ачасен пурнăçĕ çăмăл пулман. Выçăскерсем, пурăнмалли вырăнсăр тăрса юлнăскерсем, пурнăçпа вилĕм умĕнче тăнă. Совет Союзĕн правительствин вĕсене те тимлĕх уйăрма тивнĕ. Архив докуменчĕсемпе паллашнă хыççăн пирĕн районта ача çурчĕсем иккĕ уçни палăрать. Пĕри — Çĕнĕ Кипеçре, тепри — Вутланра. Вăл вăхăтра Вутланра ачасем мĕнле пурăнни пирки хăш-пĕр документсем архива лекмен. Çапах та вăл 1942 çултан пуçласа ĕçлеме пуçлани пирки пĕлтĕмĕр. Пĕрремĕш директор О.И.Отачкина пулнă. 1945 çул пуçламăшĕ тĕлне унта директорсăр пуçне завхоз, бухгалтер, кастелянша-кладовщик, медсестра, повар, повара пулăшаканĕ, кăмака хутаканĕ, хуралçă, кĕпе-йĕм çăвакансем (мунча хутакансем) 2-ĕн, пÿрт-çурта тирпейлекенсем 2-ĕн, каçхи няньăсем 3-ĕн, воспитательсем 8-ăн, врач, кружоксене ертсе пыракан пулнă. Çаксене мĕншĕн асăнатăп-ха? Хаяр вăрçă пынă вăхăтра та ачасем çине тимлĕх уйăрнă, вĕсем çĕршыв пуласлăхĕ тесе ĕненнĕ. Çĕнтерÿччен вара темиçе çул пулсан та вăл çитессе шаннă, ĕненнĕ.

Паян вара мĕнле; Шкулсенче штатсене чакараççĕ. Выçăллă-тутăллă пулсан та ача çуртĕнче ĕçлекенсем çитĕнекен ăру пирки тăрăшнă.

1957 çулхи отчет тăрăх, Вутланри ача çуртĕнче пурĕ 61 ача ÿснĕ. Унта 6 çула çитнисенчен кĕçĕнреххисем те пулнă.

Ача çуртне Чăваш АССРĕнчи тĕрлĕ районсенчи, хуласемпе ялсенчи ачасем килнĕ: Канаш, Улатăр, Шупашкар, Елчĕк, Шăмăршă, Комсомольски, Вăрнар, Йĕпреç, Çĕрпÿ. Ача çуртĕнче 50 ачана вырнаçтарма палăртнă пулсан, вĕсен йышĕ 61-е çитнĕ.

Унта пĕчĕккисене вĕрентнĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Вĕсем çĕршывшăн юрăхлă çынсем пулса çитĕннĕ, хăйсене кирлĕ професси суйласа илсе ĕç вырăнĕ тупнă.

1957 çулта ача çуртне хупнă.

Ку статьяра мĕн палăртасшăн-ха эпĕ? Ача çуртне лекмен ачасем çапкаланса çÿреме, вăрлама, çаратма тата ытти преступленисем тума та пултарнă-çке.

Кун пек чухне вĕсен шăпи мĕнле килсе тухĕччĕ-ши? Нимĕç фашисчĕсене хирĕç кĕрешсе тĕрлĕ фронтсенче хаяр çапăçусем пулнă. Совет салтакĕсене чылай пулăшма тивнĕ. Çапах та правительство тăлăха юлнă ачасем пирки те манман.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика