20 марта 2010 г.
Евгений Давыдович — манăн кукка. Вăл Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнче çуралса ÿснĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче ялти ытти ачасемпе пĕрле колхозра тăрăшнă. Ялти вăй питти арçынсем Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнĕ вăхăтра хуçалăхри мĕн пур ĕç ватăсемпе хĕрарăмсем тата ачасем çине тиеннĕ. Вăрçă ачисем... Мĕн кăна курман, мĕн çеç тÿсмен пулĕ вĕсем. Лашасемпе, вăкăрсемпе кĕлте, тырă турттарнă, улăм ури тунă, вăрман каснă. Хĕрÿ вырма кунĕсенче кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек ура çинче пулнă. Канашри элеватора лашасемпе тырă леçнĕ. Çав вăхăтрах ачасем шкулта та вĕреннĕ. Тăрăшнă, вĕренÿри тата ĕçри ÿсĕмсемпе çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă.
Вăй хуни сая кайман. Вăрçă Совет Союзĕ çĕнтернипе вĕçленнĕ. Паллах, çухатусем пайтах пулнă. Çĕршер, пиншер ача ашшĕне, пиччĕшне кĕтсе илеймен.
Куккана 16 çултах хĕрÿ ĕçпе çĕнтерĕве çывхартма пулăшнăшăн партипе правительство медаль парса чысланă. Шкул пĕтерсен Евгений колхозри комсомол организацине ертсе пынă. Вăл пуçарнипе çамрăксем мĕн пур çĕрте пысăк хастарлăх кăтартнă. Çакăншăн Е.Акчурина ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн Хисеп грамотипе чысланă. Кайран вăл педучилище пĕтернĕ, çар хĕсметĕнче пограничник пулнă. Пилĕк çултан кăна килне таврăннă. Пултаруллă та хастарскер, Комсомольскинчи парти райкомĕнче инструкторта ĕçленĕ. Тăрăшулăхĕпе, ĕçе тĕплĕ тунипе палăрса тăнă.
Малалла вĕренесшĕн талпăннă. Хусанти юридици институтне вĕренме кĕнĕ. Аллине диплом илсен Патăрьелĕнче прокурорта ĕçленĕ. Кайран çак должноçпах Кÿкеçре, Шупашкарта тăрăшнă. Республика прокурорĕ Евгений Давыдович кашни ĕçе пысăк яваплăхпа, тĕрĕс татса пама тăрăшнă. Кайрантарах ăна республикăри социаллă пулăшу министерствине ертсе пыма шаннă. Кунта, яланхи пекех, пысăк авторитетпа палăрнă.
Вăл тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçсĕр ларман. Республикăри пенси фондĕнче юристра ĕç-ленĕ. Куккапа инке — Зинаида Ильинична виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Сăмах май каласан, манăн инке те — Раççей тава тивĕçлĕ агрономĕ. Акчуринсем хĕрĕсемпе ывăлне хăйсем пекех ĕçчен те пултаруллă пулма вĕрентнĕ.
Манăн кукка тĕлĕнмелле лайăх та сăпайлă çынччĕ. Эпĕ вăл хыттăн, кăшкăрса калаçнине нихăçан та илтмен. Вĕсен çемйинче яланах тирпейлĕхпе лăпкăлăх хуçаланатчĕ. «Çемьеллĕ пулсан манăн та çапла пурăнасчĕ»,— тесе ĕмĕтленеттĕмччĕ эпĕ. Кукка пек, мĕн пур ĕçе тума пĕлесшĕн тăрăшаттăм. Телее, мăшăрăм — Василий Сергеевич — кукка пекрех лăпкă çын пулчĕ. Ăна та Евгений Давыдович питĕ килĕшетчĕ, пирĕн çемьешĕн вăл ырă тĕслĕх пулчĕ.
Çакна та калас килет, Е.Д.Акчурин ял, район çыннисене те нумай пулăшатчĕ. Пурин валли те ырă сăмах, усăллă канаш тупатчĕ. Вăл таврапĕлÿçĕсене Çĕрпÿел тăрăхĕ çинчен кĕнекесем кăларма нумай пулăшнă. Куккан ашшĕ, Давыд Александрович, колхоз председателĕ пулнă, нумай ырă ĕç тунă. Эпир, тăванĕсем, унăн ячĕпе Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнче парк хыврăмăр, тĕп килĕнче музей уçрăмăр. Акчуринсен йăхĕнчи çынсемпе кашни вунă çулта тĕл пулу йĕркелерĕмĕр. Пире çак ĕçре Евгений Давыдович питĕ нумай пулăшрĕ.
Шел пулин те, çак ырă чун-чĕреллĕ çын халь пирĕн хушăра çук. 2001 çулхи март уйăхĕнче вăл вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. «Ыр çын вилет — ят юлать»,— теççĕ халăхра. Питех те тĕрĕс сăмахсем. Куккана эпир нихăçан та манмастпăр. Пурăннă пулсан вăл кăçал сакăрвуннă тултаратчĕ. Паян Шупашкарта ăна асра тытса асăну каçĕ иртĕ, кукка пирки нумай ырă сăмах пулĕ, хамăр йĕркеленĕ альбома курĕç, тăвансем унăн алçырăвĕсемпе паллашĕç.
Источник: "Каçал Ен"