20 марта 2010 г.
«Инкек куçа курăнса килмест» тесе ваттисем ахальтен каламан. Чăнах та çапла иккенни куç кĕрет. Кĕтмен вăхăтра, шухăшламан вырăнтан сиксе тухать нуши. Çапла, пурнăç йĕрки, кун-çул историйĕ кашни çемьен тĕрлĕрен.
Ытла та йывăр шăпа пулнă-çке çак хĕрарăмăн.
Сăмахăм Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ В.М.Конторская пирки пырать.
Вăл 1925 çулта хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере улттăн ÿснĕ. Васса чи асли пулнă. Çамрăкранах ĕçе хăнăхнă. Пĕр лăш курми тар тăксан та çăкăрĕ çитмен. Тулăх пурăнайман вăл вăхăтрисем.
Амăшĕпе ашшĕ, Матрена Сергеевнăпа Михаил Ефремович Кокшинсем, ир пуçласа каçчен колхоз хирĕсенче тăрăшнă. Ачисене ура çине тăратса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларма ĕмĕтленнĕ. Мĕн пĕчĕкренех ĕçе кÿлĕнсе ÿснĕ Васса. Аслисемпе юнашар тăрса яра куна хирте çум çумланă, тырă вырнă, вăрман каснă тата ытти ĕçсенче те ÿркенмесĕр ĕçленĕ. Шкулта та тăрăшуллă пулнă хĕр ача. Чи юратнă предметсемпе — чăваш чĕлхипе, литературипе лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. «Паянхи кун та «Нарспи» поэмăри хăш-пĕр сыпăксене такăнса та пулин калама пултаратăп. Пушă вăхăт тупăнсанах алла кĕнеке, хаçат-журнал тытма васкатăп»,— калаçăва пуçларĕ Васса аппа. Сакăрвун пиллĕке çывхаракан кинемей вырăс классикĕсен Пушкинăн, Лермонтовăн сăввисене те ас тăвать.
1941—1948 çулсенче Васса Михайловна колхозра бригадирта ĕçленĕ. Çулталăкран ял каччипе, Федор Иванович Конторскипе, çемье çавăрнă. Туслă та ĕçчен çемье 5 ача çуратнă. Телейлĕ çутă кунпа нумай савăнса пурăнайман вĕсем. Шел, 1959 çулта кил хуçи йывăр чире пула çĕре кĕрет. Васса аппа пилĕк ачапа тăлăха тăрса юлать.
Пĕччен юлсан та, хисеппе, ырă ятпа ĕмĕр ирттерме май пулнине çирĕплетет Васса аппа.
Аслă хĕрĕ, Анна, чире пула ир çĕре кĕрет, пилĕк ачана тăлăха хăварать. Нумай шутласа тăмасть Васса Михайловна, тăлăхсен опекунĕ пулса тăрать. «Инкек çине синкек»,— теççĕ ваттисем. 1984 çулта ывăлĕ, Вячеслав, нумай чирлесе выртнă хыççăн, вилет. Унăн 12 çулхи хĕрĕпе 8 çулхи ывăлне Васса аппа хăйĕн патне илет. «Вĕренÿ çулĕ пуçлансан мăнуксемпе хулана кайса пурăнаттăм. Çăва тухсан вара тăван яла килеттĕмĕр. Пособипе кăна хулара тăранса пурăнма çителĕксĕр. Çавăнпа та пахча-çимĕç çитĕнтернĕ. Ас тăватăп-ха, пĕррехинче çапла тĕп хуламăрти хваттере хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсем тĕрĕслеме пычĕç. Ватă пулсан та правурлăхпа тĕлĕнтертĕм вĕсене. Ĕçрен эпĕ нихçан та хăраман. Тĕрĕссипе, телевизор умĕнче ахаль, ĕç тумасăр пăхса ларакансенчен паянхи кун та тĕлĕнетĕп. Пĕр минута та, пĕр çеккунта та сая ярас темен»,— шывланнă куçĕсене шăлчĕ Васса Михайловна.
Унăн ытти виçĕ ачи — Иван, Николай тата Петр çут тĕнчерен уйрăлнă. Апла пулсан та пуçа усмасть ĕç ветеранĕ. Обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă вăл, ял тăрăхĕнче икĕ хутчен депутата суйланнă.
Васса аппа ĕçченлĕхĕнчен таврара тĕлĕнме те пăрахнă пулĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ун пирки ырă ят кăна çÿрет. Кÿршĕсем, ял-йыш тата тăванĕсем хисеплеççĕ ăна.
Килĕнче те тирпейлĕ унăн. Хăтлă та таса пÿлĕмсенче илемлĕ чечексем те ÿстерет Васса аппа. Вĕсене курсан хăш вăхăтра ĕлкĕрет-ши çак вашават та маттур хĕрарăм тесе тĕлĕнетĕп. Çакă мар-ши сатур çыннăн вăрттăнлăхĕ? Пушă вăхăтра мăнукĕсем, мăн мăнукĕсем валли алсиш-чăлха çыхать, çăм арлать. Куçлăхсăрах йĕп куçне çип те витĕрет. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать. Ĕçлемесен çакă ниепле те пулмасть.
Медальсем Васса Михайловнăн кăкăр туллиех. Хисеп хучĕсен вара шучĕ те çук. Нумаях пулмасть Аслă Отечественнăй вăрçă кунĕсенчи ĕçри хастарлăхшăн «Аслă Çĕнтерĕве — 65 çул» юбилей медальне те парса чысланă.
«Ĕç вăл — пурнăç илемĕ. Пенсие кайсан та нумай çул колхозра ĕçлерĕм. Хуйха-суйха пусарма мана ĕç пулăшнă. Паянхи кун ниçта та ĕçлемен хĕрарăмсем, арçынсем пурри пурнăçăн начар енĕ тесе каласшăн. Ĕç кăна çынна йăпанăç кÿрет. Час-часах ĕç çук тенине илтетĕп. Ниепле те ĕненес килмест çакна. Пысăк укçаллă ĕçе хапсăнни кăна мар-ши ку?»—терĕ ватă, пурнăçа тишкерсе.
Васса аппана 14 мăнукĕ, 7 мăн мăнукĕ кичемленме памаç-çĕ. Тăтăшах хăнана килсе çÿреççĕ, май килнĕ таран пулăшаççĕ. Паянхи кун та хăйĕн йăхне тăсакансемшĕн тăрăшать.
Источник: "Каçал Ен"