АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Операци иртрĕ

20 марта 2010 г.

 

Районти шалти ĕçсен па-йĕнчи ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсем тăтăшах рейдсем йĕркелесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.

Акă, мартăн 12-мĕшĕнче пирĕн район территорийĕнче «Пешеходный переход» операци пулчĕ. Унта районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Н.Райков, Д.Алиуллин тата Н.Тумаланов инспекторсем хутшăнчĕç.

Операци вăхăтĕнче Административлă Кодексăн 12.18 (çуран çÿрекене çул паманшăн ) тата 12.29.1 (çуран çÿрекен çул-йĕр правилисене пăхăнманшăн) статйисемпе килĕшÿллĕн виçĕ çынна йышăну-квитанци çырса парса явап тыттарчĕç. Çак кун пакунлă çынсем профилактика мероприятийĕсем вăхăтĕнче 14 йышăну-квитанци çырса бюджета 10 пине яхăн укçа-тенкĕ хыврĕç.

Çул-йĕр çинче хăрушсăрлăхшăн тăрăшакансем ытти водительсемпе те тĕл пулчĕç, калаçусем ирттерчĕç.

«Операци ăнăçлă иртрĕ тесен те юрать. Чи кирли вăл — çак кун пĕр авари те регистрацилеменни. Пурте пĕлетпĕр: çул çинчи инкеке ниепле те тÿрлетме çук. Çавăнпа та яланах асăрхануллă, тимлĕ пулмалла. Çул-йĕр правилисене пăхăнмалла»,— терĕ Николай Анатольевич, операцие пĕтĕмлетсе.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика