АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Минометчик, пулеметчик, танкист

20 марта 2010 г.

 

Йÿç Шăхалĕнче пурăнакан Алексей Федорович Леонтьева, хамăн тантăша, малтан та пĕлнĕ-ха. Раштав уйăхĕнче Шупашкарта вăрçă ветеранĕсен госпиталĕнче çывăхрах паллашма май килчĕ. Çĕнтерÿ кунĕ тата вăл 88 çул тултарас кунсем çывхарнă май, унăн пурнăç çулĕ çинчен каласа парсан вырăнлă пулĕ терĕм.

Алексей Федорович Йÿç Шăхальте 1922 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ те, амăшĕ те тăлăх ÿснĕ. Пĕчĕклех ĕçе кÿлĕнме тивнĕ вĕсен. Тăватă ача пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ашшĕ ялсем тăрăх юлташĕсемпе пĕрле хăма çурса çÿресе пурнăçа майлаштарса пынă.

Алексей Федоровича икĕ ятлă çын теме пулать: ялта та, шкулта та, фронтра та вăл Архип ятпа çÿренĕ. Паспорт илме вăхăт çитсен ăна çуралнă хыççăн Алексей ят çырса хуни паллă пулнă.

Çемье пĕчĕк пулман, çамрăкăн лайăхрах çиес те, тумланас та килнĕ пулмалла. 17 çула çитсен вăл Мускавра çар заводĕнче ĕçлеме пуçланă. Вăрçă пуçлансан рабочисене фронта яман, бронь панă. Çапах та ăна тăван кил хăй еннелле туртнă пулас — вăл заводри ĕçе пăрахса яла таврăннă. Кĕр кунĕсем çитсен унăн Сăр хĕррине оборона сооруженийĕсем тума кайма тивнĕ. Ку ĕçе вĕçленĕ хыççăн, патшалăх заданийĕпе çамрăка вăрман касма янă, 1942 çулхи пуш уйăхĕнче вăрман каснă çĕртенех Хĕрлĕ Çара кайма повестка илнĕ. Ялтан вĕсем тăваттăн тухса кайнă: Иван Алексеев, Кузьма Мулгачов, Андрей Удалов тата Архип.

— Пĕрле кайнă юлташсем маларах çапăçăва кĕчĕç те пĕтрĕç пулас, нихăшĕ те таврăнаймарĕ,— аса илет Леонтьев. — Чакă ачи Василий Самаринпа окопра юнашарах выртнăччĕ, атакăна çĕкленсен мана амантрĕç те, эпĕ госпитале лекрĕм. Çав юлташа тек кураймарăм. Госпиталь хыççăн танксемпе кĕрешмелли 45 мм тупăпа пеме вĕрентрĕç. Пĕр çапăçура тăшман пире хупăрласа илчĕ. Эпĕ аманнăскер, аран çăлăнса тухрăм. Сывалнă хыççăн Мускаври пехота училищине вĕренме ячĕç. Тăшман Мускав патне çывхарсан, училищĕне хупрĕç, пире, курсантсене, пурне те фронта ăсатрĕç, минометчик пултăм. Минометчик ĕçĕнчен мана «Максим» станковăй пулемет расчетне кĕртрĕç. Тутар республикинчи ентеш Глеб Павлов амансан манăн унăн вырăнне йышăнма тиврĕ. Пĕр çапăçура контузи пулчĕ. Каллех — госпиталь. 1944 çул. Халĕ госпиталь хыççăн хăй тĕллĕн çÿрекенсене артиллери училищине вĕренме ячĕç. Унтан 1945 çулхи ака уйăхĕнче вĕренсе тухрăмăр, мана кĕçĕн лейтенант званине парса, анăçа, вăрçа ăсатрĕç. Эпир заводран илсе тухнă танксемпе Германие çитнĕ çĕре вăрçă çĕнтерÿпе вĕçленчĕ, тек çапăçăва кĕмелле пулмарĕ...

Вăрçă вĕçленнĕ хыççăн Германире танк полкĕнче салтак службине пурнăçласа 1947 çулхи нарăсчен киле таврăнать.

Алексей Федорович вăрçă хыççăн Германире службăра тăнă чух ентешсене тĕл пулнипе питĕ савăнни çинчен каласа парать. «Эберсвальде хулинче столовăя кĕрсен Первомайски çыннине Чудакова палласа илсе питĕ савăнса калаçрăмăр. Вăл пире, учитель пулнисене, халех киле яраççĕ, терĕ. Канаш районĕнчи Анатолий Яшмановпа пĕр полкра пулнă. Берлин ресторанĕнче Патăрьел районĕнчи Элекçей кукка ачи Данил Кошкин мана хăй палласа илчĕ, лейтенантчĕ вăл. Пулемет расче-тĕнче пĕрле пулнă Глеб Павлова вăрçă хыççăн чылай шырарăм»,— тет вăл.

Фронтра пĕр-пĕринчен уйрăлнă хыççăн 35 çул иртсен çапах шыраса тупнă тусне. Халĕ унпа çырупа та, телефонпа та çыхăну тытать Алексей Федорович. Глеб 80 çул тултарнă юбилейне Хусана та çитсе килнĕ Алексей Федорович, питĕ ăшшăн кĕтсе илнĕ ăна Хусанта пурăнакан ентеш.

Алексей Федорович салтак службине вĕçлесе таврăнсан 1948 çулта тăван ял хĕрне, Матрена Михайловна Козловăна, качча илсе çемье çавăрнă. Вĕсем виçĕ ача çуратса пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Мăшăрĕ çут тĕнчерен уйрăлнă ĕнтĕ... Вăрçă ветеранĕ халĕ ялта Алексей ывăлĕпе, Луиза кинĕпе пурăнать. Хăйне лайăх пăхнăшăн ывăлне, уйрăмах кинне ырăпа асăнать. Алексей Федорович чылай çул колхозра тата вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ.

Пĕрле пурăнакан ывăлĕпе кинĕ пилĕк ача пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, вĕсенчен виççĕшĕ — медицина ĕçченĕсем...

Ватă пулсан та, пурнăç уттинчен юлмасть ветеран. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырать: ĕçмест, туртмасть. Кĕнеке, хаçат-журнал тăтăшах вулать. «Хыпар», «Каçал ен», «Капкăн», «Жизнь» тата ытти изданисене çырăнса илет çемье.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика