АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтлăха чараççĕ

20 марта 2010 г.

 

Çурхи шыв-шур вăхăтĕнче çулсеренех çул-йĕр çинче хăш-пĕр транспорт хатĕрĕсене çÿреме чараççĕ. Район пуçлăхĕ Г.Волков та кун пирки йышăну тунă. Унпа килĕшÿллĕн, 5 тоннăран ытларах таякан техникăна апрелĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа майăн 7-мĕшĕччен вырăнти çул-йĕр тăрăх çÿреме чараççĕ. Ку йышăну пассажирсене илсе çÿрекен, çунтармалли-сĕрмелли материалсем турттаракан, тракторсемпе ял хуçалăх техникине, медицина тата ветеринари препарачĕсем, выльăх апачĕ, вăрлăх, минераллă удобренисем, ял хуçалăх техникине юсамалли саппас пайсем, ăратлă выльăх-чĕрлĕх тата тăхтаса тăмасăр кирлĕ ытти япаласем илсе каякан тата килекен транспорт хатĕрĕсене пырса тивмест.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика