АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ака-суха ĕçĕсем пирки калаçрĕç, тĕрлĕ ыйтусем пăхса тухрĕç

20 марта 2010 г.

Çуркунне çитрĕ! Апла пулсан ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе специалистсен, ĕçченĕсен çур аки пирки шутлама тивет. Техникăна хатĕрлесе çитернĕ-и, вăрлăх пахалăхлă-и, удобренисемпе имçамсем илнĕ-и? Вĕсем çитес ака-суха ĕçĕсене ирттерме, пахалăхлă тухăç пама пултараççĕ-ши? Çакă тата нумай ыйтупа калаçрĕç районта çулсерен иртекен агрономсен конференцийĕнче. Кăткăс ыйтусем çине хурав пама республикăран килнĕ представительсем те пулăшрĕç. Фирмăсем хăйсем туса кăларакан продукципе паллаштарчĕç, вĕсене туянма сĕнчĕç, паха енĕсем пирки каласа пачĕç.

Канашлăва район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков ертсе пыниех çур акине пахалăхлă ирттермеллине пĕлтерет. Вăл чылай цифра илсе кăтартрĕ. Вĕсене район хаçатĕнче çырса халăха пĕлтернĕ ĕнтĕ. Çавăнпа чарăнсах тăмăпăр. «Иртнĕ çул районти ял хуçалăх предприятийĕсем япăх мар ĕçленĕ. Таса тупăш та сахал мар илнĕ. Çапах та унпа çеç çырлахса ларас марччĕ. Çĕнĕ технологисене алла илмелле. Производствăна аталантарас енĕпе çине тăмалла»,— терĕ Г.Волков. Ку енĕпе ăнăçлă ĕçлекен хуçалăхсене те асăнчĕ. Вĕсене уйрăммăн асăнмăпăр. Вăрлăх пахалăхлă, техника хатĕррисен шутĕнче, удобрени, çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем çите-лĕклĕ таран илсе килнĕ, имçамсем те пур.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ И.Х. Минетуллин иртнĕ çулхи çурхи ака-суха, ун хыççăнхи, вырма, çĕр улми кăларнă вăхăтсем пирки чарăнса тăчĕ. Пур хуçалăхра та пĕр евĕрлĕ лару-тăру пулман. Çанталăк условийĕсем те, ĕçе пĕлсе йĕркелеменни те хăйсен витĕмнех панă. Çапах та ял хуçалăх предприятийĕсем мĕн çитĕнтернине йĕркеллĕ пуçтарса кĕртнĕ.

Малашнехи тĕллевсене сÿтсе явнă май Ильдус Хадзятович вăрлăхсем пирки чарăнса тăчĕ. Çĕнĕ технологипе ĕçлеме май паракан техника çинчен те калаçрĕ. Ку енĕпе пирĕн районта çине тăрса ĕçленине палăртрĕ. Юлашки 1—2 çулта çеç 180 миллиона яхăн тенкĕлĕх çĕнĕ техника туяннă. Ку, паллах, районти хуçалăхсене тухăçлă ĕçлеме май панă.

«Пирĕн район — республика шайĕнче çĕр улми енĕпе чи ăнăçлă ĕçлекенсенчен пĕри. Паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен çĕр улми çитĕнтермелли тата пуçтарса илмелли техника шучĕ тек нихăш районта та çук»,— палăртрĕ И.Минетуллин. Уй-хир культурисем туса илес енĕпе ăнăçлă ĕçлекен хуçалăхсене те асăнчĕ вăл.

Уй-хир тухăçĕн никĕсĕ — вăрлăхра, çĕр пулăхлăхне ÿстернинче, çĕнĕ йышши технологипе усă курнинче, агротехника ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланинче. Тĕп-тĕрĕс сăмахсем.

Вăл ĕçсем çине пÿрне витĕр пăхнă хуçалăхсем шăннă пăр çине ларса юлаççĕ. Тухăç пулмасан ăçтан тупăш илейĕн?

Уй-хир культурисене çитĕнтернипе çеç мар, вĕсене тирпейлемелле те, вырнаçтармалла та. Ку енĕпе те ĕçлеççĕ районта. Унчченхи «Сельхозтехника» предприяти территорийĕнче çĕр улмирен, пахча-çимĕçрен тата панулминчен тĕрлĕ продукци хатĕрлекен завод тăваççĕ. Ăна кĕркунне хута ярасшăн. Заводăн тĕллевĕсемпе В.И.Матросов генеральнăй директор паллаштарчĕ.

Конференци ĕçлĕ лару-тăрура иртнине ял хуçалăхĕпе çыхăннă тĕрлĕ шайри специалистсем тухса калаçни, хăйсен шухăшĕсене палăртни, сĕнÿсем пани те çирĕплетет. «Россельхозцентр» федераллă патшалăх учрежденийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн ертÿçин çумĕ А.М.Титова ял хуçалăх культурисен тухăçне «Поланриз» биопрепарат витĕм пама пултарнине асăнчĕ, унăн паха енĕсем çинчен ăнлантарса пачĕ. Çавăн пекех ял хуçалăхĕпе çыхăннă ыйтусемпе ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, В.М. Мутиков профессор, «Агриматко» АХОн регионти менеджерĕ С.М.Филиппова, «Агросоль» АХОн агротехника службин ертÿçи М.Д.Кадыров тухса калаçрĕç. Сăмах илнисен хушамачĕсене çырса та пĕтереймĕн. Пурте ял хуçалăхĕнчи лару-тăру çăмăл маррине палăртрĕç. Çак шухăш ял хуçалăх министрĕн çумĕн С.П.Димитриевăн сăмахĕсенче те палăрчĕ. Мĕн тумалла, йывăрлăхран мĕнле тухмалла — çакă тата ытти ыйтусемпе калаçрĕç.

Конференцие район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков пĕтĕмлетрĕ. «Район территорийĕнче пушă çĕрсем ан пулччăр. Нумай çул ÿсекен курăксем ытларах акмалла. Вĕсем çĕр пулăхлăхне ÿстереççĕ. Çак енĕпе тăрăшар»,— терĕ Геннадий Федорович.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика