17 марта 2010 г.
«Лаша пуласси тихаран паллă»,— теççĕ ваттисем. Мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăнса ÿснĕ çын çитĕнсен çĕршыва юрăхлă пуласси иккĕлентермест. Ун пеккисем пирĕн районта чылайăн. Пур ĕçе те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.
Районти тĕп больницăра та тăрăшуллă ĕçченсем вăй хураççĕ. Вĕсенчен пĕри — Алексей Петрович Самаркин. Вăл — васкавлă пулăшу уйрăмĕн водителĕ. Мĕн çамрăкранах çак ĕçре тăрăшать. Çак вăхăтра миçе çухрăм çÿремен-ши? Унăн автомашини те яланах юсавлă. Пысăк опытлă водитель çул çинче яланах асăрхануллă, чĕннĕ çĕре те медиксене вăхăтра çитерме тăрăшать. Чирлĕ çынна чи малтан пулăшу парасси — шур халатлă ĕçченсен тивĕçĕ. Васкавлă пулăшу машини вăхăтра çитни çын пурнăçне çăлса хăварать-çке. Çакна Алексей Петрович лайăх пĕлет. Тухтăрсене пулăшма яланах хатĕр вăл. Çамрăксен унран вĕренмелли чăннипех те нумай.
Алексей Петрович ĕçтешĕсене, юлташĕсене яланах сĕнÿ-канашпа е ĕçпе пулăшма хатĕр. Çакăншăн ăна пурте хисеплеççĕ. Пур çĕрте те маттур арçын. Канура та чи хастар спортсменсенчен пĕри — вăлах. Пур ăмăртăва та хутшăнать, хăйĕн сывлăхне çирĕплетет. Çулла çуран чупма, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллать. Унсăр пуçне шашкăлла та вылять. Çулĕсене пăхмасăрах Алексей Петрович тĕп больница чысне хÿтĕлесе нумай-нумай ăмăртăва хутшăнать. Çĕнтерÿпе те таврăнать.
Обществăлла ĕçре те хастар вăл. Концерт лартмалла-и, конкурссене хутшăнмалла-и – Алексей Петрович вĕсен йышĕнче. Вĕлле хурчĕсемпе интересленет. Кроликсем тытать. Пахча-çимĕç çитĕнтерме те ăста.
Алексей Петрович тăрăшулăхне, пултарулăхне пĕрре мар палăртнă. Ăна Хисеп хучĕсем, грамотăсем, Тав çырăвĕсем пĕрре мар парса чысланă.
Спортпа туслă ĕçтешĕмĕр мартăн 15-мĕшĕнче 60 çул тултарчĕ. Апла пулин те вăл хăйĕн çулне кура мар, яштака та патвар çÿрет. Ăна малашне те ăнăçу, çирĕп сывлăх, тулли телей, иксĕлми вăй-хал сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"