17 марта 2010 г.
Çакăн пек калас килет районти тĕп больницăри инфекци уйрăмĕнче вăй хуракансем пирки. Чирлисемпе вĕсем сас хăпартса калаçнине нихăçан та курман. Шăкăл-шăкăл пуплеççĕ, пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнаççĕ. Ĕçченсен тĕп тĕллевĕ — чирлĕ çынсене тивĕçлĕ пулăшу парасси, савăнăç парнелесси.
Инфекци уйрăмĕн палатисенче таса та тирпейлĕ. Кунта уйрăмах З.Иванова, М.Александрова, С.Воронова, Т.Тарасова санитаркăсен тÿпи пысăк, талăкĕпех тăрăшаççĕ вĕсем тасалăхшăн. Çавăнпах пулĕ кунта сывалма та кăмăллă. А.П. Каринкина, Г.Г.Григорьева, А.Н. Языкова, Е.Б.Белкова медсестрасем, Т.Волкова сестра-хозяйка шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Инфекци уйрăмĕн ертÿçи Н.Н.Михайлова епле маттур тухтăр. Вăл ĕçе пĕлсе йĕркелет. Çамрăк пулин те, унăн опычĕ пысăк. Чирлисемпе вăл яланах ăшшăн калаçать, ăнлантарать, сĕнÿ-канаш парать. «Тухтăр пулмах çуралнă пулĕ»,— теççĕ ун пирки кунта выртакансем. Вĕсене малашне те çаплах ĕçлеме çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп.
Источник: "Каçал Ен"