АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Смотрящий» явап тытнă

17 марта 2010 г.

 

Район сучĕ 1983 çулта çуралнă Сергей Орлова 5 çул та икĕ уйăхлăха ирĕклĕх прависĕр хăварнă. Ăна вăйпа усă курса укçа ыйтнăшăн тата хулиганла тĕллевпе çынна хĕненĕшĕн айăпланă.

Уголовлă ĕçе пăхса тухнă хыççăн çакă паллă пулнă. Орлов вырăнти фермер пуçлăхĕ С. пĕр хĕрарăм умĕнче парăма кĕнине пĕлнĕ. Çавна май вăл Хирти Сĕнтĕрти фермер хуçалăхне çул тытнă та. С-па курнăçнă, хăйĕн пирки район «смотрящийĕ» тесе пĕлтернĕ. Ч-на парăма кĕнĕ 14 пин укçана ăна памалла иккен. Фермер парăма ăна пама килĕшмен. Çавна май «смотрящий» С-на хăратса правленинчен тухса кайнă.

Вăрах кĕттермен. Çав кунах çĕрле 22 сехет тĕлнелле Орлов юлташĕсемпе, темиçе машинăпа çитнĕ. Вĕсем тÿрех хуçа çине сиксе ÿкнĕ, хĕнесе пĕтернĕ. Орлова 14 пин тенкĕне тепĕр кун 12 сехетрен кая юлмасăр Комсомольскине пырса пама ыйтнă. Ĕçе пурнăçламасан кашни кунах хĕнессипе хăратнă. Урса кайнăскерсем правлени çывăхĕнче тепĕр фермера та «патак» çитерсе хăвараççĕ.

Орлов судра хÿтĕленме те пăхнă, вăл хĕрарăма çеç пулăшасшăн пулнă мĕн. Анчах та «смотрящий» преступлени тунине патшалăх айăплавçи ĕнентернĕ. Халĕ унăн тĕрмере кирпĕч шутлама тивет.

Приговор вăя кĕмен-ха.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика