АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Налук вăхăтра тÿлемелле

17 марта 2010 г.

 

Раççей конституцийĕн 57 -мĕш статйипе килĕшÿллĕн, кашни çыннăн налуксемпе сборсене тÿлесе тăмалла. Енчен те налука вăхăтра тÿлемесен, налук служби тÿлевçĕсене суда парать. Парăмçăран кирлĕ суммăна, штрафа тата пение шыраса илеççĕ. Ĕçе пăхса тухнăшăн суд граждансенчен тата 200 тенкĕ патшалăх пошлини шыраса илмелли çинчен йышăну тăвать. Каярахпа суд исполнителĕ хутсене суд приставĕсем патне шыраса илме ярса парать. Енчен те парăмçă суд приставĕсем патне 5 кун иртнĕ хыççăн çеç пырсан, малтанхи сумма çумне тата 500 тенкĕ хушса тÿлеме тивет. Акă, тĕслĕхрен, мартăн 31-мĕшĕччен граждансен тран-спортшăн тата çĕршĕн укçа тÿлесе татмалла.

Çапла вара вăхăтра тÿлеменни парăмçă умне темĕн чухлĕ тăкак кăларса тăратать.

Мартăн 31-мĕшĕччен парăмсене тÿлес текенсем, налук службине пыма май пулмасан, пирĕн сайт çине http://dolgi.cap.ru адреспа кĕрсе хăйсен парăмĕсем çинчен пĕлме пултараççĕ. 5-24-76 телефонпа та шăнкăравласа ыйтса пĕлме юрать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика