17 марта 2010 г.
Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Республикинче 233 пушар пулнă. Вутра 6851,1 пин тенкĕлĕх пурлăх çуннă. Пĕлтĕр çак вăхăтра 261 пушарта 7320,5 пин тенкĕлĕх пурлăх кĕлленнĕ. Пурлăх кăна çунман вутра, çынсен пурнăçĕ те вăхăтсăр татăлнă. Пушарта кăçал кăна 32 çын вилнĕ, 418 –шне çăлса хăварма май килнĕ.
Районта 4 хутчен вут-çулăм алхаснă, 195 пинлĕх пурлăх пĕтнĕ.
Асăрханмалли пирки пĕрре мар калатпăр пулин те, пушар çав-çавах инкек кăтартать-ха. Енчен те вут-çулăм тухнине курсан, тÿрех «01» телефонпа шăнкăравлăр. Чăваш Республикинче чрезвычайлă лару-тăру министерствин диспетчер служби ĕçлет, унта эсир авари, катастрофа пулни çинчен пĕлтерме пултаратăр. Карас телефонĕсенчен «112» номерпе е районти пушар чаçне 5-13-23, пушар надзорне 5-11-48 номерсемпе шăнкăравлăр.
Источник: "Каçал Ен"