АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çитмен кашни ача аслисен яваплăхĕнче пултăр

17 марта 2010 г.

 

Пирĕн район территорийĕнче февралĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 24-мĕшĕччен «Милици тата ачасем» акци иртет. Çав вăхăтра районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсем учетра тăракан ачасемпе тĕл пулса калаçаççĕ, профилактикăлла мероприятисем ирттереççĕ.

Акă, иртнĕ кунсенче районти шалти ĕçсен пайĕнче çул çитмен ачасемпе ĕçлекен Р.Жукова инспекторпа В. Зайков участок уполномоченнăйĕ Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вĕренекенсемпе калаçу ирттерчĕç. Вĕрентекенсемпе те «çавра сĕтел» тавра ларса шкул ачисене киревсĕр ĕçсенчен сыхлас тĕллевсене тишкерчĕç.

Çавăн пекех акци кунĕсенче милици сотрудникĕсем Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи 4-мĕш «а» класрисемпе районти шалти ĕçсен пайĕн çуртĕнче экскурси йĕркелерĕç. Ун хыççăн тăваттăмĕшсем обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн начальникĕпе А.Ларионовпа, штаб начальникĕпе В.Исаевпа тата ыттисемпе те тĕл пулса калаçрĕç.

Районти шалти ĕçсен пайĕ «Чи лайăх сочинени», «Чи лайăх ÿкерчĕк» номинацисемпе конкурс ирттерет. Ăна мартăн 24-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Çĕнтерÿçĕсем парнесене тивĕçĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика