17 марта 2010 г.
Çĕршывра çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче реформа пырать. Çакăн çинчен массăллă информаци хатĕрĕсем темиçе çул шавлаççĕ, пысăк чинри çынсем улшăнусем пирки вĕçĕмсĕр рапортлаççĕ. «Реформа» тени, ман шутпа, лайăх кăтартусем патне илсе пымалла. Анчах пур çĕрте те апла мар иккен. Тĕслĕхрен, пирĕн районта. «Водоканал» предприяти, аталанас вырăнне, çурăк валашка тĕпне ларса пынăн туйăнать. Пĕр «кăмака» умĕнче иккĕн «ташланипе-и» (кунта управляющи компани те пур), ниепле те ĕçсене тăвалла яраймаççĕ. Социаллă объектсене, нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсене хутнăшăн «Чăвашрегионгаз» умĕнчи парăм юр чăмакки пек ÿссе пырать. Çакăн пек лару-тăру район пуçлăхне Г.Ф.Волкова та канăçсăрлантарать. Тунтикунхи планеркăра Геннадий Федорович предприятири ĕç-хĕле тишкерме финанс службисене хушу пачĕ.
«Атăçăн атти çĕтĕк, платникĕн пуртти катăк», теççĕ халăхра. Пирĕн коммуналлă хуçалăхра та çавнашкал пулса тухнă. Кунти ĕçченсем райцентра электричествăпа тивĕçтерессине сăнаса тăраççĕ. Анчах юлашки кунсенче хăйсем те электроэнергисĕр тăрса юлнă. Мĕншĕн тетĕр-и?Унпа усă курнăшăн парăмсем ÿснипе. «Пире Комсомольскинче пурăнакансем коммуналлă пулăшусемшĕн вăхăтра тÿлемеççĕ. Хăшĕ-пĕрин вуншар пин тенкĕлĕх парăм пуçтарăнса кайнă. Энергишĕн укçа тÿлеме çукки çакăнпа çыхăннă та»,— ăнлантараççĕ унти шут ĕçченĕсем.
Чăваш Енри энерги сутакан компанин Патăрьелĕнчи филиал директорĕн çумĕпе В.Н.Черновпа çыхăнтăмăр çак ыйтупа. «Чăнах та, Комсомольскинчи «Водоканалăн» компани умĕнчи парăмĕ мартăн 1-мĕшĕ тĕлне 267 пин те 900 тенкĕпе танлашнă. Асăннă суммăн çуррине те пулин тÿлемесĕр предприятине электроэнергипе тивĕçтерме пуçламастпăр», — пĕлтерчĕ Владимир Николаевич татăклăн.
Вăт çапла пырать реформа. Каплах тăсăлсан панкрут патнех çитме пулать-тĕр? Комсомольски ялĕнче пурăнакан хисеплĕ юлташсем! Путма парас марччĕ коммуналлă хуçалăха, унсăрăн хамăрах япăх пулĕ. Илнĕ пулăшусемшĕн вăхăтра тÿлесси пирĕн тивĕç-çке. Шутласа пăхăр: «Водоканал» умĕнчи парăмăрсене тÿлесе татмасан сире те шывсăр, светсăр тăратса хăварма пултараççĕ. Кунашкал сюжетсене телевидени кашни кунах кăтартать.
Источник: "Каçал Ен"