13 марта 2010 г.
Уртаракан чир пирки çине-çинех калаçатпăр. Унран асăрханмалли мерăсене палăртатпăр. Акă, иртнĕ çул Чăваш Енти 14 районта уртаракан чире регистрациленĕ. 43 тĕслĕхрен 26-шĕнче тилĕсем, 9-шĕнче мăйракаллă шултра выльăхсем, 4-шĕ — йытăсем, 4-шĕ — кушаксем, пĕр сурăх чирлине çирĕплетнĕ.
Иртнĕ çул пирĕн районта уртаракан чире тупса палăртман. Анчах та ку лăпланса лармаллине пĕлтермест. Чир ытларах тилĕсенчен ерет. Вĕсем пĕр районтан теприне çăмăллăнах куçса çÿреме пултараççĕ. Юлашки вăхăтра вара вĕсене час-часах ялсем çывăхĕнче те курма пулать. Кун пек чухне выльăхсен чир ерес хăрушлăхĕ уйрăмах пысăк. Вакцинăсем çуккипе иртнĕ çул тилĕсем çÿрекен вырăнсене астармăш япаласем (приманка) хураймарăмăр.
Килти выльăх-чĕрлĕх чирлесрен те сыхланмалла. Юлашки вăхăтра хуçасăр йытăсемпе кушаксем йышланчĕç. Вĕсем те тилĕсемпе тĕл пулма пултараççĕ. Яла кĕрсен выльăх-чĕрлĕх çывăхĕнче пулаççĕ, чир ертме пултараççĕ.
Районти ветеринари служби уртаракан чире хирĕçле профилактика ĕçĕсем чылай тăвать. Акă, 2009 çулта 2308 йытта, 3685 ĕнене вакцинăланă. 308 пуç хуçасăр йытта, 14 тилле тытса вĕлернĕ. Ку енĕпе пур ял поселенийĕнче те япăх мар ĕçленĕ. Çапах та пĕлтĕр çынсене йытăсем çыртнă 76 тĕслĕхе палăртнă. Йытăсене тĕрĕслеме 10 кунлăх карантина тăратнă. Çыртнă тĕслĕхсем ытларах Комсомольски (31), Урмаел (11), Александровка тата Тукай (7-шер) ял поселенийĕсен территорийĕсенче пулнă.
Уртаракан чирпе пур чĕрчунсем те, выльăх-чĕрлĕх те, çынсем те чирлеççĕ. Вирус сĕлекерен ерет. Чир палли — чĕрчунсем е выльăх-чĕрлĕхĕн тыткаларăшĕ улшăнни. Хаяр йытăсем ачашланаççĕ, лăпкăланаççĕ. Хăйсене халиччен лайăх тытнисем вара усалланма та пултараççĕ. Чирлĕ выльăх-чĕрлĕх тĕттĕмрех вырăналла пытанма тăрăшать. Йытăсем çимелле мар япаласене хыпса çăтса яраççĕ. Çынран хăрамаççĕ, ирĕклĕн чупса çÿреççĕ.
Уртаракан чиртен сыватма çук. Çавăнпа та асăрханмалла, профилактика ĕçĕсене вăхăтра тумалла. Йытăсене сăнчăрта е картишĕнче усрамалла, уртаракан чиртен вакцинăламалла. Выльăхсене хуçасăр йытăсем, тискер чĕрчунсем тапăнасран хÿтĕлемелле, вĕсене тытмалла е пемелле. Фермăсем йĕри-тавра картасем тумалла, кĕтÿсем çывăхне йытăсем пыртармалла мар. Сăвакан ĕнесен кĕтĕвĕнче уртаракан чир тупса палăртсан пĕтĕм сĕте 2 уйăх таранччен заводсене вĕретсе çеç пама юрать.
Выльăхсене çыртнă тĕс-лĕхсем пулсан пĕр тăхтаса тăмасăр районти ветстанцие пĕлтермелле.
Хамăр тимлĕ пулмасан инкекрен хÿтĕленеймĕпĕр.