13 марта 2010 г.
Пĕтĕм тĕнчешĕн паллă 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕ пирĕнтен çулсеренех аякка-аякка юлса пырать. Акă, кăçал çĕнтерĕвĕн 65 çухи юбилейне паллă тăватпăр. Çакă, паллах, тылпа фронт пĕрлĕхĕ çирĕп пулнинчен нумай килнĕ. «Пĕтĕмпех фронт валли, мĕн пурри веçех çĕнтерÿ тума!»— çакăн пек ĕçленĕ вăрçă çулĕсенче тылри халăх.
Час-часах курăк яшкипе, çĕрнĕ çĕр улми крахмалĕнчен пĕçернĕ пашалупа хырăма лăплантарнă çынсем — хĕрарăмсемпе ачасем тата ватăсем вăрçă кăларса тăратнă пĕтĕм йывăрлăха мĕнле тÿссе ирттерме пултарни халĕ, чылай çул иртнĕ хыççăн та, тĕлĕнтерме пăрахмасть. Темле йывăр пулсан та халăх чăтнă, никамăн та тăшман кулли пулас килмен. Çĕнтерÿ кунĕ çитессе шаннă. Уйрăмах Мускав патĕнчен тăшмана хÿтерсе яни, Сталинградра фашистсен чи вăйлă çарĕсене çапса аркатни шанчăка вăйлатнă.
Питех те шел, тылра çĕнтерÿ кунне çывхартассишĕн ырми-канми ĕçленисен шучĕ сайралсах пырать.
Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пурăнакан Ульяна Аввакумовна Прокопьева — вĕсенчен пĕри. Улюк аппа (ăна ялта çапла чĕнетпĕр) çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕ. Çемьере аслисенчен пĕри пулнă май, йывăрлăхĕ те ун çине ытларах тиеннĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан çамрăк хĕре окоп чавма илсе кайнă «Вăрман каснă çĕре те ялтан манăнах каймалла пулчĕ. Тем пысăкăш йывăçсене ал пăчăкипе касса тĕпрен яраттăмăр. Çуллахи вăхăтра мунчала тума курăс ха-тĕрлеттĕмĕр. Ĕç йывăрччĕ, пурне те алă вĕççĕн тунă. Унтан килсен, ялта нумай та пурăнаймарăм, Иваново облаçне лини сарнă çĕре кайма ят тухрĕ. Шпалсем йăтаттăмăр, çулсене хăпартаттăмăр, çĕр те чаваттăмăр. Тул çутăлнă-çутăлман тухса кайнă та сĕм çĕрле таврăннă. Апат çиме талон паратчĕç. Чылай ĕçленĕ хыççăн пире, пĕр пус укçа, документ памасăрах, киле ăсатрĕç. Сивĕре, çумăрта шăннисем ахаль иртмерĕç. Киле таврăнсан пĕр харăсах ман çан-çурăма хĕрĕх çăпан тухса тулчĕ. Çак чирпе эпĕ вăрах асаплантăм»,— аса илет кинемей.
Вăрçă хыççăн та Улюк аппа тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. Хусан —Канаш автобус çулĕ тунă çĕре хастар хутшăннă. Хĕр ĕмĕрĕ ĕçпех иртнĕ.
«1949 çулта Алексей Прокопьева, отпуска килнĕ салтака, качча тухрăм. Туй хыççăн мăшăрпа икĕ эрне пурăнса юлтăм. Хуняма качча кайнă пирки, упăшкан шăллĕсене (вĕсен виççĕнччĕ) манăн, çамрăк кинĕн пĕччен пăхмалла пулса тухрĕ. Эпĕ вĕсене питĕ шеллеттĕмччĕ.
1956 çулта çĕнĕ çурт лартса уйрăлса тухрăмăр. Пирĕн виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çуралчĕ. Телейлĕ пурнăç вăрăма пымарĕ. Йывăр чире пула упăшка вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Кăмака та туман çĕнĕ пÿртре çамрăк ачасемпе тăлăха тăрса юлтăм»,— тет куççульне шăлса тыл ĕçченĕ.
Халĕ Улюк аппа кĕçĕн ывăлĕн çемйипе килĕштерсе пурăнать. Ывăлĕпе кинĕ те, мăнукĕсем те ăна питĕ юратаççĕ. Йывăр пурнăç пурăнса ирттернĕ пулин те, вăл усал сăмах каланине пĕрре те илтмен. Ачисене, мăнукĕсене савăнса кĕтсе илет, анчах хурланса ăсатса ярать. Ялан çапла вăл: çын телейĕшĕн савăнать, çын хуйхишĕн кулянать.
Ырă ят илнĕ çын — хисеплĕ. Чи пысăк чыс вăл — ял-йыш, ачисемпе мăнукĕсем сума суни. Ваттисем «Ятлă çынна ял савать»,— тесе ахальтен каламан. Патшалăх та ăна чысран кăлармасть. Тăрăшулăхпа, ĕçченлĕхпе палăрнăшăн Улюка аппа нумай медаль илме тивĕçнĕ. Чыслă та сумлă ята çĕнсе илес тесен, çыннăн ĕçчен пулмалла, кунĕн-çĕрĕн вăй хурса, тăрăшса ĕçлемелле — Тăван çĕршывшăн, тăван еншĕн, мĕн пур ырă çыншăн.
Вăхăт урапи пĕрре те пĕр вырăнта тăмасть, малаллах шăвать. Ватăлса пынăçемĕн вăл ерипен кăна пымасть, кăлтăртаттарсах анаталла чупать. Акă, Улюк аппа та нарăсăн 25-мĕшĕнче 92 çула кайрĕ. Апла пулин те куçĕ лайăх курать, хăлхи те çивĕч. Çулĕсене кура мар, хаçат-журнал та вулать вăл. Пурнăçĕнче хура-шур самай тÿснĕ пулин те, паян та хуçалăхра пулăшасшăн, лара-тăра пĕлмест. «Ĕмĕр иртрĕ — кун курмарăм»— тет вăл, хăйĕн ĕмĕрĕ ытларах ĕçпе иртсе пыни çинчен шухăшласа.