13 марта 2010 г.
Районти обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн служби хамăр тăрăхра пурăнакан халăх административлă право йĕркине пăхăнма хăнăхтăр, пур çĕрте те йĕрке пултăр тесе тимлет. Анчах та кашни çыннăн ăнланулăхĕ пĕр шайра пулманран, пĕлсе е пĕлмесĕр обществăлла йĕркене пăснă тĕслĕхсем тупăнсах тăраççĕ.
Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ, обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн начальникĕ Александр Николаевич Ларионов — сăпайлă, тăрăшуллă милици сотрудникĕ. Вăл 1962 çулта Аслă Чурачăк ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ-амăшĕ ĕмĕрĕпех колхозра вăй хунă.
А.Ларионов 1978 çулта, Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн 8-мĕш класĕнчен вĕренсе тухсан, Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕн студенчĕ пулса тăнă. Ăна вăл 1982 çулта ăнăçлă вĕренсе тухать, механик-технолог дипломне алла илет. Çамрăк специалиста Комсомоль-скинчи сельхозтехникăра инженер-технолога çирĕплетеççĕ. 1983—1985 çулсенче çар службинче тăрать. Салтак тивĕçне Германире мотострелковăй полкра чыслăн пурнăçласа яла таврăнать. Каллех тăван предприятире вăй хума пуçлать. Малалла вĕренес ĕмĕтне пăрахмасть каччă. Çавăнпа та вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне çул тытать. Çав вăхăтрах инженерта ĕçлет.
1993 çулта инженер-механик дипломне алла илет. Çав çулах аслă пĕлÿллĕ специалист ра-йонти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлеме пикенет, ăна участок шанса параççĕ. Участок уполномоченнăйĕн ĕçĕ питĕ анлă. Кунсерен вырăнта ĕçлесе кашни çыннăн, кашни çемьен пурнăçне тĕплĕн пĕлсе çитмелле. Мĕншĕн тесен вĕсем — халăхпа чи çывăххисем. Çак ĕçре те А.Ларионов милици лейтенанчĕ хăйĕн тивĕçĕсене çÿлти шайра пурнăçлать.
Каярахпа вара милици ĕçченĕ автоинспекци службине куçать. Паянхи кун та ырăпа кăна асăнаççĕ Александр Николаевича. Çынсемпе яланах ăнланса калаçнă, ыйтăвĕсене тĕрĕс татса пама тăрăшнă, тăрăшать те. Тепĕр чухне кирлĕ сĕнÿ те панă. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх, çирĕп кăмăл, вăй-хал кирлĕ унта.
2002 çултанпа паянхи кунччен Александр Николаевич — районти обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн начальникĕ. Вăл хăйĕн паха опытне нумай-нумай çамрăка панă, ĕçе хăнăхтарнă.
А.Ларионов подполковник пултаруллă милици сотрудникĕ кăна мар, лайăх мăшăрпа атте те. Вăл Аслă Чурачăк ялĕн хĕрĕпе, Ирина Викентьевнăпа, 1986 çулта çемье çавăрса Комсомольскинче тĕпленнĕ. Çак ĕçчен те туслă мăшăр хăйсем пекех маттур та сăпайлă хĕрсем пăхса çитĕнтернĕ, аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Хĕрĕ, Алла, экономист, Канаш районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлет. Кĕçĕн хĕрĕ Анна — юрист, тĕп хуламăрти шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшать.
Александр Николаевич хăйĕн чипер те анлă тавракурăмлă хĕрĕсем пирки çапла калать: «Ачасем ман çулпа кайнăшăн питĕ савăнатăп. Тĕрĕссипе каласан, милицире ĕçлеме хĕрсене кăна мар, каччăсене те йывăр. Халăх, ĕçтешсем хисеплеччĕр тесен, пакунлă çыннăн тус-юлташсене çеç мар, киревсĕр ĕç тунă çынна та хисеплемелле. Унра лайăх енне тупса, курса, тĕрĕс çул çине тухма пулăшмалла. Урăхла каласан, лайăх психолог та пулмалла»,—— тет Александр Николаевич. Çапла, йĕрке хуралçи пулма çăмăлах мар.
А.Ларионов подполковник хăйне шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, çавăнпа ĕнтĕ ĕçтешĕсем хушшинче ырă ятлă. Кирек мĕнле лару-тăрура та вăл хăйĕн сотрудникĕсем çине те, ыттисемпе те кăшкăрса мар, сасса хăпартса та калаçман. Ĕçне кура вара чысĕ, хисепĕ. Александр Ларионовăн ĕçри тÿрĕ чунлăхне хакласа пĕр хутчен кăна мар Хисеп грамотисемпе наградăланă. «Виçĕ талăк çывăрмасăр та ĕçлеме пултарать, пурпĕр хăйĕн тĕллевне пурнăçлатех»,— каласа параççĕ ун пирки ĕçтешĕсем.
«Обществăпа тачă çыхăнса ĕçлемелле, йĕркене çирĕплетессишĕн тата та тăрăшмалла. Вара йĕрке пулатех»,— тет ăшшăн кулса йĕрке хуралçи.