13 марта 2010 г.
«Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш тĕрри, илемлĕ чăваш тĕрри те, тĕрлеме пĕлсен кăна...» тесе юрлаççĕ чăваш халăх юрринче. Эпир, Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкулта 4-мĕш класра вĕренекен хĕрачасем, «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕ çумĕнчи «Разноцветие народных узоров» кружока çÿретпĕр. Кунта чăваш наци тĕррин вăрттăнлăхĕсемпе паллашатпăр. Ăсталăха алла илме И.Ядрова тата А.Куракова музей ĕçченĕсем пулăшаççĕ. Чăн чăваш тĕррине тĕрлеме çăмăл мар иккен. Йывăрлăха пăхмасăр тăрăшсах тĕрлеме хăнăхатпăр. Пире кружок ертÿçисем чăваш наци тĕррин историйĕпе паллаштараççĕ. Халăх культурине, историне пĕлме кăсăклă. Эпир кружока хаваспах çÿретпĕр.