АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч шăллă «Капкăн» тус малалла та çирĕп пус!

13 марта 2010 г.

 

Кĕçех чăвашсен кулăш журналĕ «Капкăн» тухма пуçланăранпа 85 çул çитет. Унăн пĕр-ремĕш номерĕ 1925 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта «Канаш» хаçат çумĕнче кун çути курнă. Кун çинчен журналăн пĕрремĕш номерĕнче Илларионов хăй аллипе çырса хăварнă справка çирĕплетет. Унта журналăн пĕрремĕш номерĕ 6751 экземплярпа çапăнса тухнине те палăртнă. Паллă кулăш ăсти Иван Иванович Илларионов (Иван Мучи) нумай çул «Капкăн» журнал редакцийĕн ответлă секретарĕ пулнă, чăваш сатирине пуçарса, ăна малалла аталантарас тесе ырми-канми ĕçленĕ.

Чăваш Республикин патшалăх пичет архивĕнче журналăн пур номерĕ те тирпейлĕн упранать. Мĕн çинчен çырнă-ха журналăн пĕрремĕш номерĕсенче;

Сарăхса кивелнĕ страницăсене тишкернĕ май çирĕммĕш çулсен варри мĕнлерех тапхăр пулнине ăнкарса илетĕн. Совет влаçĕ, граждан вăрçинче çĕнтерсе, халăхсене Социа-лизмла Совет Республикисен Союзне пĕрлештернĕ, хресченсен союзне çирĕплетнĕ, халăх хуçалăхĕн социализмла секторне аталантарма тытăннă. Тепĕр енчен, киввинчен хăпма шутламан йăх-яхсем вăрттăн та, уççăн та çĕнĕлĕхсене хирĕç çине тăрсах кĕрешнĕ. Çак кĕрешÿре çĕнтерме сатирăн çивĕч хĕçпăшалĕ кирлĕ пулнă. Çавăнпа 1925 çулта тухма пуçланă та ĕнтĕ «Капкăн».

Малтанхи çулсенче кулăш лаççинче хĕрсе ĕçлекенсен шутне Иван Мучи, Н.Ваçанкка, И.Юркин, Хумма Çеменĕ, А.Золотов, Г.Алендей, В.Дмитриев, П.Петров, Г.Казаков кĕнĕ. Вĕсем хăйсен хайлавĕсенче кивĕ йăла-йĕркесемпе çирĕп кĕрешнĕ, кашни номерте тенĕ пекех спекулянтсене, пупсене, тĕн сĕрĕмне кĕрсе ÿкнĕ хресченсене вирлĕн питленĕ. Класс тăшманĕсене тăпăлтарса ывăтма чĕнекен фельетонсем те журнал страницисенче сахал мар пичетленĕ. «Есрел», «Хĕрлĕ пăрăç», «Карма çăвар», «Тилĕ тус», «Мăйрака», «Сенĕк», «Лакăм Пăкки» псевдонимсемпе нумай шÿт кун çути курнă.

Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртнĕ. Чăваш кулăшĕ вăй илсе çирĕпленсех пынă, хăйĕн таппипе тĕрлĕ йĕке-хÿресене тытнă, çитменлĕхсене кăтартнă, тусла шÿтленĕ. Çапла вара 30-мĕш çулсенче чăваш совет сатири хăйне уйрăм сăн-сăпатлă пулса çитнĕ. Сатириксен йышĕ те хутшăнсах пынă. И.Павлов-Пинер, Л.Агаков, В.Алагер, И.Ивник, П.Митта, Хв.Уяр, А.Кăлкан, И.Тукташ, С.Лашман, Н.Айзман, С.Шавлы, С.Эсхель тата ытти паллă çыравçăсем хăйсен малтанхи произведенийĕсене кулăш лаççинче туптанă. 1933—1934 çулсенче Н.Ваçанккапа В.Алагер тăрăшнипе журнал çумĕнче колхозсене тухса çÿрекен «Капкăн акара», «Капкăн вырмара» сатирăллă хаçатсем те тухса тăнă.

Аслă Тĕнче вăрçи пуçлансан журнал тухма пăрахнă. Вулакансем ăна çĕнĕрен 1956 çулта кĕтсе илнĕ. Малтанхи капкăнçăсем çумне халĕ пултаруллă çĕнĕ çыравçăсем пĕрлешнĕ. Журнал страницисенче хăйсен пиçсе çитнĕ шÿтлĕ калав-сăввисемпе А.Алка, В.Алендей, А.Артемьев, В.Давыдов-Анатри, С.Аслан, Н.Евстафьев, И.Малгай, Г.Ефимов, Н.Терентьев, А.Галкин, каярахпа Н.Васильев, Л.Таллеров, В.Садай, В.Урдаш, А.Воробьев, А.Канаш, Ю.Скворцов тата ытти те палăрнă. Тĕслĕхрен, А.Кăлканăн «Уçăп хăнара курчĕ мыскара» (Капкăн.— 1965.— "4—5. — С.7), А.Эсхелĕн «Аптрашки, ыратать пуç купташки» (Капкăн.— 1965.— "14. —С.2), Л.Агаковăн «Михал Михалчăн икĕ пурнăçĕ» (Капкăн.—1965.—"15.— С.4—5), В.Алендейĕн «Сухал», «Хытă çапнă», «Сăмсасем» (Капкăн. — 1965. — "16. — С.9) тата ыттисен вичкĕн те хĕрÿллĕ хайлавĕсем вулакансене кулăш çимĕçĕпе кашни номертех тивĕçтернĕ.

Каларăмăр ĕнтĕ, капкăнçăсем çулран çул хăйсен хастарлăхне ÿстерсех пынă. Ĕç çине сÿрĕккĕн пăхакансене, çын шу-чĕпе пурăнма хăтланакансене, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсене тĕрĕс çул тупма пулăшасси вĕсен тÿрĕ тивĕçĕ пулса тăнă. Журнал тиражĕ 60-мĕш çулсен вĕçне 70840 экземпляра çитнĕ, унăн страницисем çинче ĕççыннисене коммунизмла воспитани парас, халăх хуçалăх планне, социализмла обязательствăсене ăнăçлă пурнăçлас ĕçре пулăшма чĕнекен статьясем тăтăшах пичетленнĕ. 1966 çулта вулакансем журналăн хушма кăларăмне — «Капкăн библиотекин» пĕрремĕш кĕнекине алла илнĕ. Литература кăларăмĕ 1992 çулччен тухса тăнă.

1970—1980 çулсенче паллă сатириксен пархатарлă ĕçне Д.Гордеев, В.Григорьев-Енĕш, А.Савельев-Сас, М.Юхма, Ю.Айдаш, Л.Степанов-Маяксем, П.Ялгир, П.Афанасьев, Ю.Сементер, А.Тимофеев-Ыхра тата ыттисем малалла тăснă. Редакторсем пулса вăл тапхăрта Г.В.Васильев тата Н.Н.Максимов вăй хунă. Журнал содержанийĕ пуян та интереслĕ пултăр тесе вĕсем тĕрлĕ çĕнĕ рубрикăсем йĕркеленĕ. «Капкăн» тĕп стройкăсенче», «Апат-çимĕç программи: шÿтлеместĕп — тĕрĕслетĕп», «Дисциплина сĕреки», «Капкăн лартать вулакан», «Лапшу Çтаппанĕ каласа парать» тата ыт. те. Çак ярăмсенче тухакан критикăлла материалсенче экономикăри, социаллă пурнăçри чи çивĕч ыйтусене хускатнă.

«Капкăн» тус тĕрлĕ йăх-яха сăмахпа кăна мар, ÿкерчĕксемпе те вирлĕн питленĕ. Ку ĕçре пирвайхи çулсенче В.Филиппов, Н.Сверчков, Г.Харлампьев, П.Сизов, В.Макаров, А.Мясников, каярах В.Агеев, А.Быков, В.Емельянов, В.Ермолаев, Ю.Смирнов, Г.Яковлев, Н.Яковлев, Е.Яшкин ÿнерçĕсем пысăк вăй хунă. Вĕсем тăрăшнипе ĕнтĕ журналăн сăн-сăпачĕ илемленнĕ, вĕсенчен чылайăшĕн ĕçĕсем тĕрлĕ куравсенче пысăк хака тивĕç пулнă.

Партипе правительство капкăнçăсен пархатарлă ĕçне пысăка хурса хакланă. Ĕççыннисене коммунизмла воспитани парас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçленĕшĕн «Капкăн» журнала 1975 çулта РСФСР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн, 1985 çулта Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Хисеп грамотисемпе наградăла-нă.

ХХI ĕмĕре кĕрсен халăх юратакан чăвашсен кулăш журналĕ самаях йывăр тапхăра лекнĕ. Унăн содержанийĕ те, тиражĕ те аванах чакнă. 2004 çултан кăна, «Хыпар» издательство çурчĕ кăларма тытăнсан, «Капкăн» тепĕр хут вăй илнĕ.

Хальхи вăхăтра журнал редакцийĕн ертÿçинче СССР журналисчĕсен союзĕн членĕ, Раççей Федерацийĕн писателĕсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ С.Л.Павлов вăй хурать, учредителĕ — Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерствипе «Хресчен сасси» издательство çурчĕ. Сергей Лукиянович ертсе пынипе журналистсем номертен номере районсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне çутатаççĕ, республикăри хуçалăхсемпе предприятисен ĕçĕнчи çитменлĕхсене тăтăшах палăртаççĕ. Культура, медицина, халăха вĕрентес ĕçĕн чи çивĕч ыйтăвĕсене сатирăпа юмор никĕсĕ çинче çутатса параççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ 2008 çулта «Капкăн» журнал «Прессăн ылтăн фончĕн» паллине тивĕçнĕ.

Чăваш Республикин патшалăх пичет архивĕн ĕçченĕсем капкăнçăсене журнал тухма пуçланăранпа 85 çул çитнĕ ятпа ăшшăн саламлаççĕ. Малалла та чăваш кулăшĕ ялкăшса тăрасса тата вулакансен шучĕ çултан-çулах ÿссе пырасса шанаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика