АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулу ирттерчĕç

13 марта 2010 г.

 

Çак кунсенче районти тĕп библиотекăра «Шанчăк» клуб членĕсем Асанкассинче çуралса ÿснĕ ентешпе, Денис Гордеев писательпе тĕл пулчĕç.

Республикăри наци библиотеки çулленех «Литературăлла Чăваш ен» конкурс ирттерет. Кăçал унта хăш-пĕр çыравçăсен 2008 çулта тухнă кĕнекисем хутшăнаççĕ. Вĕсен хушшинче пирĕн ентешсен — Геннадий Уткинăн «Пăтăрмах» тата Денис Гордеевăн «Хĕрес хывнă хĕвел» произведенийĕсем те пур. Кун пирки тĕл пулура «Шанчăк» клуб ертÿçи, Валентина Боровкова библиотекарь каласа пачĕ. Антонина Волкова библиограф Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн, Раççей писателĕсен союзĕн членĕн произведенийĕсене тишкерчĕ. Д.Гордеев — çирĕм ытла кĕнеке авторĕ. Вулакансем унăн «Тĕрленĕ кĕпе», «Чи вăрăм кун», «Ăшă çумăр», «Куккуклă сехет», «Çич çунатлă курак» тата ытти произведенийĕсене юратса вулаççĕ. Вĕсенче автор халăха пăшăрхантаракан чи çивĕч те кăткăс ыйтусене хускатать, тата ырăпа усал, мул, укçа тĕнчи... Библиотека директорĕ Мария Мокеева, клуб членĕсем — Анисия Владимирова, Лидия Карсакова, Валентина Яковлева, Ревокат Моисеев, Зоя Седова ентешĕн произведенийĕсенчи сăнарсем пирки интереслĕ каласа пачĕç.

Денис Гордеев вулакансен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ, хăйĕн малашнехи планĕсемпе паллаштарчĕ. Сăмах май каласан, унăн хĕрĕ Светлана та — çыравçă. Вăл сăвăсем хайлать, ашшĕн кĕнекисене художество енчен илемлетет. Денис Викторович библиотекăна хĕрĕн тата хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика