13 марта 2010 г.
Шкула хамăр ялта çуралса ÿснĕ Д.В.Гордеев килессине пĕлсен ачасем питĕ хĕпĕртерĕç, хăнана тивĕçлĕ кĕтсе илме хатĕрленчĕç. Чăнах та, мĕн тери кăмăллă, усăллă иртрĕ тĕл пулу. Денис Викторовича ачасем тимлĕ итлерĕç. Уйрăмах вĕсене писатель хăйĕн ачалăхĕ, яшлăхĕ çинчен каласа пани хумхантарчĕ.
Хăна шкула пушă алăпа килмен. Вăл библиотекăна юлашки вăхăтра пичетленсе тухнă хайлавĕсене парнелерĕ.
Тĕл пулура тухса калаçакансем те чылай пулчĕç. Чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентекен З.Н.Максимова унăн творчество çулĕ çинче чарăнса тăчĕ. Денис Викторович паянхи саманапа тан утнине палăртрĕ, шкул программинчи произведенийĕсене ачасем юратса вуланине каларĕ. Çак шухăшах Т.В.Салаева та çирĕплетрĕ. Е.А.Терентьева юлашки вăхăтра библиотека фондĕнче Д.В.Гордеев произведенийĕ чылай хутшăннине пĕлтерчĕ.
Пĕрле ÿснĕ тантăшĕсем те хавас Денис Викторовичшăн. О.А.Школьникова ăна тата нумай лайăх кĕнеке çырма ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Шкул ачисем ентеше юрă-ташă парнелерĕç. Н.М.Чапрасова ертсе пыракан фольклор ушкăнĕ чăваш халăх юрри-ташшисене илемлĕ кăтартса пама пултарчĕ.
Н.В.Козлова библиотекарь уява пĕлсе те килĕшÿллĕ ертсе пычĕ.