АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрлĕ Чутайсен йывăрлăхран тухмалли çул-йĕрне шырарĕç

13 марта 2010 г.

 

Нумаях пулмасть ЧР Президенчĕ Николай Федоров Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче пулнă. Малтанах Тралькассинче пĕтĕмĕшле çемье врачĕн офисне уçма хутшăннă. Хăтлă çуртра чирлисене йышăнмалли пÿлĕмсем, кăнтăрла сипленмелли стационар палати вырнаçнă. Офис Тралькассипе Мăн Этмен ял тăрăхĕсенчи икĕ пин çурă çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕ. Кунта ку чухнехи сиплев оборудованийĕпе ятарласа вĕреннĕ тухтăр тата виçĕ медицина сестри ĕçлĕç. Чăваш Енре çакăн йышши офиссем — 600.

Паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен сиплев учрежденийĕ ку тăрăхра уçăласса ял çыннисем ĕненме те пултарайман. Офиспа паллашнă май Николай Васильевич виçĕ ача амăшĕпе Надежда Мурайкинăпа калаçнă. Надежда Геннадьевна яла тимлĕх уйăрнăшăн Президента ăшшăн тав тунă. «Ку таранччен пĕчĕк ачасемпе район больницине автобуспа çÿреттĕмĕр. Тивĕçлĕ медицина пулăшăвне малашне ялтах илĕпĕр. Халĕ тăваттăмĕш ача пирки те шухăшлама пулать»,— тенĕ хĕрарăм савăнăçне пытараймасăр. Президент ку шухăша ырласа: «Паянхи пулăм — Чăваш Енре пурăнакансен сывлăх сыхлавĕшĕн малта пыракан медицина технологийĕсемпе туллин усă курма май паракан пĕлтерĕшлĕ тепĕр утăм. Ку вăл паянхи тата малашлăхри кунсенче харпăрлăх ту-йăмĕ ÿснин палли те»,— тенĕ. Николай Васильевич пĕтĕмĕшле врач офисĕнче ĕçлекенсене медицина оборудованийĕ туянма 100 пин тенкĕлĕх сертификат панă.

Унтан Н.В.Федоров «Коминтерн» ял хуçалăх пĕрлешĕвĕн сысна фермине çитсе курнă. Республика ертÿçи çакна палăртнă: юлашки 4 çулта хуçалăхра производство калăпăшĕ 400 процент, ĕç тухăçлăхĕ 700 процент ÿснĕ. «Пысăк çитĕнÿсем конкуренцире кĕрешме май парĕç, патшалăх тăрăшса ĕçлекенсене малашне те пулăшĕ»,— тенĕ Николай Федоров. Президент республикăра сĕт тирпейлекен 700 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ завод тума палăртнине хыпарланă. Çакă предприятисенчен туянакан сĕт хакне хăпартма май парĕ. «Хуçалăх кăткăс тапхăрта та сулмаклă аталанать. Ĕçе пĕлсе йĕркелесен, таса чунпа ĕçлесен — кашни проектах хăйĕн хакне кăларать»,— пĕтĕмлетнĕ Николай Васильевич.

Республика ертÿçи Атнарти çĕнетнĕ культура çуртне те çитсе курнă, кунта ĕçлекенсем валли видеопроекци оборудованийĕ, музыка хайлавĕсене илемлетме май паракан компьютер хатĕрĕсем, принтер, сканер, артистсем валли чаплă костюмсем уйăрни çинчен пĕлтернĕ, çакна çирĕплетсе свидетельство панă.

Юлашкинчен Н.Федоров район активĕпе канашлу ирттернĕ. Хĕрлĕ Чутайсем 2009 çулхи экономикăпа социаллă аталанăва пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртнă. Чылай ĕç-хĕлĕпе район республика шайĕнчен юлса пырать. Çакна ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев, экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕ И.Моторин тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ. Муниципалитетăн татса паман ыйту чылай: выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче кăтартусем чакаççĕ, кĕрхи культурăсене палăртнă чухне акса хăварайман, хушма хуçалăха аталантаракансене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессине кирлĕ пек йĕркелемен, тăкаклă ĕçлекен предприятисен хисепĕ пысăк, çурт-йĕр тăвасси чакнă. Президент электрон аукционĕсем ирттерессине пысăк тимлĕх уйăрма сĕннĕ. «Ку бюджет укçи-тенкине самаях перекетлеме май парĕ»,— тенĕ.

Республика ертÿçи района пултаруллă çамрăк специалистсене илсе килессипе çине тăрса ĕçлемеллине палăртнă. Ку енĕпе Штанашри Сергей Андреевăн тĕслĕхĕ кăтартуллă. Вăл аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн района таврăннă, тÿрех хăйĕн ĕçне уçнă — хурт-хăмăр ĕрчетме тытăннă. Патшалăхăн 300 пин тенкĕлĕх пулăшăвĕпе усă курнă. Н.Федоров: «Кун пек тĕслĕх районта пĕрре-иккĕ кăна мар, ытларах пултăр... Йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре çĕнĕлле шухăшлакан, çаврăнăçуллă, яваплăха туйса ĕçлекен çынсен хастарлăхĕнче тупмалла. Эсир тĕрĕс йышăну тăвасса шанатăп. Эпир сире пулăшатпăр, анчах муниципалитетăн та активлăха ÿстермелле»,— тенĕ Президент. Ра-йон ертÿçисене Ял хуçалăх тата Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерствисемпе пĕрле йывăр лару-тăруран тухмалли çул-йĕре палăртма хушнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика