13 марта 2010 г.
Кăçал Чăваш Республикинче те, Раççейре те — Вĕрентекен çулĕ. Çавна май нумай-нумай мероприяти, конкурс иртет. Вĕрентекенсен ăсталăхне ÿстерме те тĕрлĕ майсем туса параççĕ. Ачасен тавракурăмне, пĕлĕвне те тĕрĕслеççĕ. Акă, кăçал районта «Суперкласс!» конкурс йĕркелени те — пĕлтерĕшлĕ мероприятисенчен пĕри. Конкурса РФ Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов пуçарнипе, «Единая Россия» партин фракци членĕсен тăрăшулăхĕпе йĕркелени çинчен эпир пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Вĕсен шучĕпе нумай-нумай ача Мускава çитсе курма та ĕлкĕрнĕ, черетре — Комсомольски районĕнчи хастар та маттур вĕренекенсем.
Конкурс мĕнле иртнине тĕрĕслеме оргкомитет, эксперт комиссийĕ суйланă. Вĕсем ачасен, педагогсен ăсталăхĕпе паллашма та ĕлкĕрчĕç, тĕрлĕ шкулсене çитсе курчĕç. Эксперт комиссийĕн председателĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕн П.Семеновăн пулăшаканĕ А.М.Чернов тата С.Д.Гордеева классен пурнăçĕпе паллашма Шупашкартан ятарласа килеççĕ. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне 25 класс хутшăннă. Шкулти тапхăр хыççăн чи лайăххисене суйлама тиврĕ. Мартăн 10-мĕшĕнче районти комиссин пурĕ 11 класс ĕçне пăхса тухмалла пулчĕ. Комисси членĕсем çак кун Шурут, Аслă Чурачăк, Çĕнĕ Мăрат, Нĕркеç, Хирти Мăнтăр, Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш, Тукай Мишер, Урмаел, Хырай Ĕнел, Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕсенче 10—11-мĕш классенче пĕлÿ пухакансен пултарулăхне хакларĕç. Портфолиона, стена хаçатне, мультимедийлă презентацие кашни класс хăйне евĕр хатĕрленĕ. Хăшĕсем конкурс çине çиелтен çеç пăхманни паллă. Чăннипех те Мускава каяс шухăш хăпартлантарать пулас.
Нĕркеç тата Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕсенче вĕренекенсен стена хаçачĕсене чи лайăххисем тесе хакларĕç. «Портфолио» номинацире Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш, Çĕнĕ Мăратпа Тукай Мишер вăтам шкулĕсем палăрчĕç. Мультимедийлă презентацие тăватă темăран пĕринпе хатĕрлемелле пулнă. Ачасем ытларах «Расскажем о том, как мы весело и дружно живем» темăна суйласа илнĕ.
Ĕçсене пурне те тишкернĕ хыççăн, 6 шкул финала тухрĕ. Мартăн 21-мĕшĕнче вĕсем, Комсомольски 2-мĕш (557,5 балл), Тукай Мишер (465,5 балл), Аслă Чурачăк (464,5 балл), Нĕркеç (450,5 балл), Çĕнĕ Мăрат (438,5 балл), Кĕçĕн Çĕрпÿел (436 балл) вăтам шкулĕсенче вĕренекенсем, хăйсен пултарулăхĕпе районти культурăпа кану центрĕнче паллаштараççĕ. Финалистсен класăн визит карточкине, «Учитель спустя 20 лет» килти ĕçе хатĕрлемелле. Капитансен тупăшăвĕ те пулать. Çак кун çĕнтерÿçĕ «Суперкласа» палăртмалла, Мускава кам каясси те паллă пулĕ. Унччен конкурсантсен хăйсен ăсталăхне, пултарулăхне, тавракурăмне ÿстермеллех, çĕнтерÿ çăмăллăн килмест.
— Конкурса ачасем хастар хутшăнни савăнтарать, тавракурăмĕ чăннипех те анлă, вĕсем мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă. Чылайăшĕ Вĕрентекен çулĕ пулнине те, Аслă Çĕнтерĕве 65 çул çитнине те шута илнĕ. Вĕренекенсем пуçланă ĕçе вĕçне çитереççех тесе шанатпăр. Пурне те ăнăçу сунатпăр,— терĕ Анатолий Михайлович, ĕçсемпе паллашнă хыççăн.