АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-çулăмран асăрханăр

10 марта 2010 г.

 

Пушар инкек кÿнине лайăх пĕлетпĕр, ăнланатпăр. Анчах та унран вăхăтра асăрханаймастпăр. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа районта 4 пушар тухнă. Вут-çулăмра 195 пин тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ. Пĕлтĕрхинчен кăтартусем чылай пысăк. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр çак вăхăтра 1 пушарта 9600 тенкĕлĕх пурлăх çуннă. Вут-çулăм тухнин сăлтавĕ — пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни. Çавна пула пурăнакан çуртсенче ытларах вут-çулăм алхасать.

«Хĕрлĕ автанран» асăрханас телĕшпе чылай ĕç пурнăçлатпăр. Акă, февраль — май уйăхĕсенче «Çурт-йĕр — 2010» операци ирттеретпĕр. Çавна май ялсене тухса çÿретпĕр, халăхпа тĕл пулатпăр. Нумай-нумай профилактика калаçăвĕ ирттерме тивет. Инкекрен асăрханмаллах, унсăрăн шар курасси çавăнтах. Енчен те пушар тухнине куртăр пулсан, çийĕнчех 01 телефонпа пĕлтерĕр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика