10 марта 2010 г.
Март уйăхĕнче çулсеренех пирĕн районта пурăнакансем Вырăс хĕлне савăнăçлă лару-тăрура ăсатаççĕ. Хальхинче те уяв хаваслă иртрĕ.
Савăнăçлă уява район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков уçрĕ. «Хĕрарăм арçынна пурнăçра пысăк утăмсем тума хистет, тĕллевсене пурнăçлама хавхалантарать. Сире упрасси, хÿтĕлесси, хисеплесси — пирĕн, арçынсен, пархатарлă тивĕçĕ»,— терĕ Геннадий Федорович, пуçтарăннисене саламласа. Çавăн пекех вăхăтлăх сцена çине тухса район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов, райпо совечĕн председателĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Е.И.Карпеев, капиталлă строительство тата çурт-йĕр, коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Б.М.Каринкин салам сăмахĕсем каларĕç, пухăннисене ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Малалла сцена çине ялсенчен килнĕ художествăлла пултарулăх коллективĕсем пĕрин хыççăн тепри тухрĕç, хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç.
Сăмахран, Тукай ял поселенийĕнчен килнĕ «Шурăмпуç» халăх ансамблĕ (ертÿçи – Я.Ильин ) уява килнисене «Черкки чăнкăртатса кайрĕ», «Кленче, кленче», «Шел, шел, шел сана» ятлă юрăсем парнелерĕ. Çĕнĕ Мăрат каччисене — А.Майоров, В.Смирнов, Н.Евдокимов, Р.Шуряшкин юрăçсене уява пуçтарăннисем «Не для меня», «Атăл хĕрринче çăлтăр çунать» юрăсем юрланă хыççăн тав туса чылайччен алă çупрĕç.
«Кĕтне» кафе умĕнче предпринимательсем, райпо системинче ĕçлекен сутуçăсем пурне те тутлă апат-çимĕç сĕнчĕç. Ватти-вĕтти те уявра тулли кăмăлпа савăнчĕ.
Çак кун юрă-ташăпа кăна мар, спорт вăйисемпе те пуян пулчĕ. Уява килнисем кире пуканĕ йăтса ăмăртакансене пăхса савăнчĕç. Р.Шакуров (Урмаел) — пĕрремĕш, Н.Николаев (Асанкасси) тата А.Калашников (Комсомольски) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.
Шашкăлла вылянă çĕрте те халăх йышлăччĕ. Хĕрÿ кĕрешÿре малти вырăнсене Н.Индюков, С.Зайцев тата А.Мамуткин (пурте Комсомольскинчен) тухрĕç.
Арçынсем алă вăйĕ виçнĕ çĕрте те кĕрешÿ интереслĕ иртрĕ. Çак ăмăртура чи вăйлисем Р.Михеев (Хырхĕрри), Р.Шакуров (Урмаел), В.Калашников (Комсомольски) пулса тăчĕç.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ иртрĕ. Командăсем хушшинче Асанкасси спортсменĕсем малти вырăнсене йышăнчĕç. Урмаелсем — иккĕмĕш, аслăчурачăксем — виççĕмĕшсем.
Хоккей площадкинче те хĕрÿ тупăшу пулчĕ. Унта Шăмăршă тата хамăр район спортсменĕсен туслă тĕл пулăвĕ иртрĕ. Вăйă 3:2 шутпа шăмăршăсем çĕнтернипе вĕçленчĕ.
Источник: "Каçал Ен"