АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыравăн пĕлтерĕшĕ пысăк

10 марта 2010 г.

Кăçалхи октябрĕн (юпан) 14—25-мĕшĕсенче Раççейре халăх çыравĕ (перепись) иртмелле. Çыравăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Çапах та манăн тĕп ыйтусенчен пĕри — наци ыйтăвĕ çинчен татах сăмах хускатас килчĕ. Пĕр шутласан ыйтăвĕ ансат пек: ху мĕнле наци çынни пулнине каласа памалла çеç, нимĕнле документпа та, свидетельпе те çирĕплетме кирлĕ мар. Çапах та çав тери ансат пек туйăнсан та кăткăслăхĕ пур.

Чăваш çынни тĕрлĕ сăлтавсемпе çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсене саланнă: пĕрисене вĕренсе тухнă хыççăн ĕçлеме янă та, унтах юлнă. Чăваш ĕçлеме ÿркенменнине, сăпайлине шута илсе, вĕсене хăйсем патĕнчех хăварма тăрăшнă. Теприсем лайăхрах пурнăç шыраса çĕнĕ çĕре кайнă. Вĕсем майĕпен вырăслансах пынă, ачисем чăвашла калаçма та пĕлмеççĕ. Аякра пурăнакансем çеç мар, хамăр республикăрах хулана вĕренме-ĕçлеме кайсан «вырăсланаççĕ» вĕт. Тепри вырăсла таса калаçма вĕренеймен пулсан та, хăйне «эпĕ вырăс» теме пăхать. Çавăн пекки те сахал мар: чăваш хĕрĕ вырăса е тутара качча тухать, ачисем вырăсла, тутарла калаçаççĕ, хăйсем те çемьере пĕр чĕлхепе пуплеççĕ.

Тăван чĕлхепе калаçмасан та, чăваш çынни нацилĕх енчен илсен чăвашах пулмалла. Çак ыйтăва Çырав вăхăтĕнче тĕрĕс татса парасчĕ. Вун тăватă çула çитмен ачасен национальноçне, йĕрке тăрăх, ашшĕ-амăшĕ палăртать.

Аслисен — хăйсен ирĕкĕ. Çапах та, çирĕплетнĕ йĕрке тăрăх, çын хăш наци çынни пулнине амăшĕ мĕнле йăх-тымартан тухнă тăрăх палăртмалла.

Сăмахран, манăн хамăн ачасем те вырăс класĕсенче вĕреннĕ (вăхăчĕ çапла пулнă), вырăсла калаçаççĕ. Ленинграда вĕренме кайсан, унтах юлнă, вырăс çыннисемпе пĕрлешнĕ.

Эпĕ вĕсене те, ачисемпе мăнукĕсене те Çырав вăхăтĕнче чăваш тесе çыртарма сĕнтĕм. Килĕшрĕç. Хăйсен мăнукĕсем пирки кăштах турткалашрĕç, паллах: вĕсем чăваша пĕлмен-курман, теме пăхрĕç. Асламăшĕ чăваш пулсан вĕсем те чăвашах пулмалла терĕм. Килĕшрĕç.

Республика тулашĕнчи чăвашсене Çыравччен ăнлантармалла пулĕ. Концертсемпе, театрсемпе кайсан та, ытти тĕл пулусенче те тулай чăвашĕсемпе çине тăрсах калаçмалла ку ыйтупа.

Чăваш ячĕ-сумĕ çулран çул ÿссе пырать. Чăвашран тĕнчипе паллă ăсчахсем те тухнă, паллă писательсемпе, ытти искусство çыннисемпе те мăнаçланма пултаратпăр. Чăвашсем хушшинче Совет Союзĕн тата Раççейĕн Геройĕсем сахал мар. Тĕнче уçлăхне, космоса чи малтан парăнтаракансенчен пĕри чăваш çынни Андриян Николаев пулнă. Чăвашран пĕр космонавт çеç тухман-çке!

Республикăна пултаруллă чăваш Н.В.Федоров Президент ертсе пыма тытăннă хыççăн Чăваш Ен ячĕ-сумĕ тĕнче шайне çĕкленчĕ. Ĕлĕкрех чăваш çĕршывĕ ăçта вырнаçнине хамăр çĕршывра та, пур çĕрте те пĕлмен пулсан, халĕ ют çĕршывсенче те пĕлеççĕ, çыхăну тытма ăнтăлаççĕ. Ентешсем Мускава çĕклеме нумай вăй хунине те куратпăр: чăваш аллипе вуншар-вуншар кермен çĕкленет унта.

Чăваш çынни авалхи тĕттĕм, хутла та пĕлмен мĕскĕн мар халĕ. Çĕршыв аталанăвĕн утăмĕнчен юлмастпăр, нумай енĕпе маларах та пыратпăр.

Хамăр чăваш пулнипе эпир кирек ăçта та мăнаçланмалла, хăш йăх-тымартан тухнине пытарма сăлтав çук. Çырав вăхăтĕнче хамăра çеç мар, ачасемпе мăнуксене те «чăваш» тесе çыртарасчĕ. ЮНЕСКО чăваш халăхне пĕтсе пыракан халăх шутне кĕртни чăна ан тухтăрччĕ. Хамăра хамăр юратма, хисеплеме пĕлмелле пирĕн. Çапла пуласса шанас килет.

Шанмалла çеç мар. Çырава хастар хутшăнса эпир чăннипех те чăваш пулнине палăртмалла. Çакна мĕнле халăх çынни пулнине çирĕплетекен графара палăртмалла. Ун пек тусан çеç хăвăра чăн чăваш теме пултаратăр. Пирĕн халăх йышĕ ÿсесси шăпах сирĕн тивĕç. Сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем пĕр сиртен çеç килеççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика