10 марта 2010 г.
Анне — çут тĕнчери чи хаклă çыннăмăр. Мĕн чухлĕ вăй-хал тапса тăрать унра. Ăçта кăна ĕлкĕрмест вăл: килте те тăрăшать, ĕçе те васкать. Концертсенче, конкурссенче, уявсенче те чи маттуррисем — çепĕç чунлă хĕрарăмсем.
Хăйсем пултаруллă пулнине мартăн 7-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн, тепĕр хутчен çирĕплетрĕç. Районти культурăпа кану центрĕнче «Амăшĕпе хĕрĕ» конкурс иртрĕ. Унта, шел те, 4 çемье çеç хутшăнма кăмăл тунă. Ыттисен пушă вăхăчĕ тупăнман-ши?
Ларисăпа Кристина Никифоровăсем (Хирти Мăрат), Ольăпа Виктория Матвеевăсем (Дубовка), Ольăпа Люда Карсаковăсем (Çĕнĕ Шăхран), Татьянăпа Екатерина Соловьевăсем (Тукай) конкурса хутшăнса ăсталăхне тĕрĕслерĕç çеç мар, пултарулăхне кăтартса пачĕç.
Уяв программин ертÿçи Нина Полякова вĕсене валли тĕрлĕ-тĕрлĕ конкурс хатĕрленĕ. Çемьесем чи малтан хăйсемпе паллаштарчĕç. Амăшĕпе хĕрĕ тутлă апат пĕçерме пултарнине те хакларĕç конкурсра. Вĕсем тĕрлĕ салат, хуплу, икерчĕ, пăшăхланă чăх хатĕрленĕ. Юрлама, ташлама та ăста иккен хĕрсем. Соловьевсем чăваш ташшипе залра ларакансене тыткăнларĕç. Юмах калама е сценка кăтартса пама та май тупрĕç хĕрсемпе хĕрарăмсем. Матвеевсем «Апельсин» юмаха хăйсем шутласа кăларнă. Вĕсен шучĕпе, пĕр апельсин çемьери кашни çынна çитмелле, хыткукар çеç пулмалла мар иккен.
Илемлĕ тум кăтартни те хăйне евĕр реклама пулчĕ. Епле хитре вĕсем!
Уявра ташă-юрă, салам сăмахĕсем чылай пулчĕç. Çак кун пухăннисене мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе районти Хĕрарăмсен совечĕн председателĕ В.Курицына ăшшăн саламларĕ. Искусство шкулĕн «Калейдоскоп» ташă ушкăнĕ куракансене савăнтарчĕ. О.Буслаева, Зарина (И.Зайцева), И.Зубунова, Т.Ванюркина, В.Ванюркин савăк юрăсем парнелерĕç.
Жюри членĕсем конкурса хутшăннă çемьесене тĕрлĕ номинацисенче хакларĕç. «Фантазеры» ята Никифоровсем тивĕçрĕç. «Щедрая и музыкальная семья» номинацире Матвеевсене çитекенни пулмарĕ. Соловьевсем — «Волшебный каблучок» номинаци хуçисем. «Юмористы» ята Карсаковсем тивĕçрĕç. Пурне те Хисеп хучĕ, парне парса хавхалантарчĕç, малашне те ăнăçу сунчĕç.
Источник: "Каçал Ен"