АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçăри пĕчĕк салтаксем

10 марта 2010 г.

 

Аслă Отечественнăй вăрçа аслисем çеç хутшăнман. Унта çамрăксем, ачасем те паттăрлăхпа палăрнă. Вĕсем хаяр тăшманран хăраман, пурнăçне шеллемесĕр алла автомат та тытнă. Вĕсен паттăрлăхĕ пирки шкулта вĕренекенсен пĕлмеллех.

Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем вăрçă темине туллин çутатма тăрăшаççĕ. Час-часах анлă мероприятисем ирттереççĕ, кĕнеке выставкисем пуян та тулли. Акă, иртнĕ эрнере ача-пăча библиотекинче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 5-мĕш класс вĕренекенĕсем (ертÿçи Н.Воробьева) хăнара пулчĕç. Г.Зайнуллина заведующи Аслă Отечественнăй вăрçă пирки тĕплĕн каласа пачĕ. «Сирĕн çулхи ачасем те вăрçăра паттăрлăх кăтартнă. Вĕсем йывăрлăха парăнман, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме кар тăнă»,— терĕ вăл.

Ачасем нумай-нумай çĕннине пĕлчĕç. Ленинград блокадинче пулнă Таня Савичева çамрăк хĕр ача çырса пынă дневника та сÿтсе яврĕç. Викторина ыйтăвĕсем çине туллин хуравларĕç вĕренекенсем. Мультимедийлă презентаципе те паллашма май пулчĕ пиллĕкмĕшсен.

Вăрçă темипе çырнă кĕнекесем нумай библиотекăра. Тĕслĕхрен, В.П.Катаевăн «Сын полка», Н.Л.Надеждинăн «Партизанка Лара», Л.Ф.Воронковăн «Девочка из города», Ю.Яковлевăн «Девочка с Васильевского острова» кĕнекесем ачасен вăрçăри пурнăçне туллин çутатаççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика