10 марта 2010 г.
Пĕчĕк ачасен пуплевĕ хăйне евĕрлĕ. Вĕсем алфавитри чылай сас паллисене калаймаççĕ. Тĕрĕс мар калаçни 4—4,5 çул тĕлне иртмелле. Тепĕр чухне вара ашшĕпе амăшĕ ача 4 çула çитиччен те «р» сас палли калайманшăн пăшăрханса ÿкеççĕ. Анчах та уншăн шикленме кирлĕ мар. Вăл йывăр сас паллисен шутне кĕрет. Вăхăт иртнĕ май лару-тăру лайăхланасса шанма пулать е логопед пулăшăвĕ кирлĕ пулĕ.
Тĕслĕхрен, акă, 3 çула çитнĕ ачан уçă тата хупă сасăсене тĕрĕс каламалла: БЬ, П, ПЬ, М, МЬ, Т, ТЬ, Д, ДЬ, Н, НЬ, К, КЬ, Г, ГЬ, В, ВЬ, Ф, ФЬ. Ытти сасăсене вăл кăларса пăрахма пултарать. 4 çулта ача С, СЬ, З, ЗЬ сасăсене тĕрĕс калама вĕренсе çитет. Ш, Ж, Ч, Щ сас паллисене пĕрех уçăмлăн калаймасть-ха.
5 çул тĕлне ача пур сасса та калать, Л тата Р сас паллисемсĕр пуçне. 6 çула çитнĕ ачан тăван чĕлхери пур сасса та калама вĕренсе çитмелле. Енчен те вăл вĕсене тĕрĕс мар калать пулсан, специалист пулăшăвĕ кирлех. Вăл кăлтăксене вăхăтра тÿрлетме пулăшĕ.
Источник: "Каçал Ен"